Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сăрьел – 350 çулта

Сăрьел – 350 çулта

Районта вырнаçнă икĕ тутар ялĕн – Сăрьел тата Пикшик – çыннисем чăвашсемпе мĕн авалтан çирĕп туслăхра пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Халăхăн пысăк пайĕ чăвашла та аван калаçать. Çак кунсенче Сăрьел ялĕ хăйĕн 350 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак пысăк та паллă куна уявланă май кунта Сабантуй та иртнĕ.

Сăрьелсене тата килнĕ хăнасене райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров, культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева саламланă, обществăлла ĕçре активлăх кăтартакансене райадминистрацин Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе чысланă.

Уяв çÿллĕ шайра иртнĕ. Кунта вырăнти халăхăн çемье традицийĕсемпе паллашма, йăли-йĕркине курса савăнма май килнĕ. Тăмран, йывăçран, тиртен, ытти хатĕртен тунă ал ĕçĕсем, тĕрĕсемпе наци тумĕсем уява илем кÿнĕ, ял çыннин ĕçченлĕхне кăтартнă.

Чăвашсен – Акатуй, тутарсен – Сабантуй. Пĕр пĕлтерĕшпе паллă тăвакан уявсем паянхи кун та сыхланса юлни халăхăн тăванлăхне çирĕплетет. Ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн халăх сумлăн канма, пĕр-пĕрне хавхалантарма тата курса савăнма пĕлнине кăтартаççĕ вĕсем. Хĕрарăмсем праçниксенче нумай апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Беш-бармак /аш апачĕ/, зур-белиш /сийлĕ кукăль/, виç кĕтеслĕ кукăль, чак-чак… техĕмлĕ апат-çимĕç – сĕтел илемĕ.

Кунта çакна та палăртмалла. Тутарсем çемьере ачасене тăван чĕлхене юратма, тĕн йĕркисене пăхăнма, йăласене çирĕп тытса пыма пĕчĕклех хăнăхтараççĕ. Калăпăр, арçын ачасем ашшĕ-аслашшĕпе пĕрле пысăк уявсенче /Ураза байрам, Курбан байрам/ мечĕте çÿреççĕ пулсан, хĕр ачасем амăшĕпе асламăшне уяв апат-çимĕçне хатĕрлеме пулăшаççĕ. Рамадан вăхăтĕнче çемйипех типĕ тытаççĕ.

Юрă-ташă, наци вăййисем çинчен те манман. Çакăн пек уявсем туссемпе, тăвансемпе тĕл пулса савăнмалли, чун-чĕререн калаçмалли, кулленхи ĕçрен канмалли ырă вăхăт.

/Хамăр корр./.

Уяв кунĕ тунă сăн ÿкерчĕкре: Сăрьелсем ĕçре те, юрă-ташăра та пултаруллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code