Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ен хыпарĕсем»

«Елчĕк ен хыпарĕсем»

Çу уйăхĕн вĕçĕнче чăваш наци радиовĕн хумĕсем çине «Елчĕк ен хыпарĕсем» передача тухрĕ.

Çак ĕçе пурнăçласси пирки Чăваш Республикин Наци телерадиокомпанийĕпе Елчĕк район администрацийĕн представителĕсем алă пусса çирĕплетнĕ.

Передача урлă Елчĕк район хыпарĕсемпе малашне кашни эрнекун 6 сехет те 10 минутра тата каçхине 18 сехет те 05 минутра паллашма май пулĕ. Передачăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Александрова хатĕрлесе ертсе пырать.

Е.ИГНАТЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code