Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсене палăртрĕç

Тĕллевсене палăртрĕç

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, нумаях пулмасть хĕрарăмсен районти уйрăмĕн ертÿçине суйланнă Лариса Васильева организацилле ыйтусемпе çыхăннă Канашăн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Пысăк ушкăнпа пухăнса калаçнинчен /унта ялсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсене те явăçтарнă/ кирли, ăса хывмалли нумай пулчĕ.

Обществăлла ĕçе пурнăçлакан хĕрарăмсен вара пĕр чăмăра пĕрлешсе ушкăнпа тумалли ĕçĕсем сахал мар. Кăçалхи çул уйрăмах шанса панă ĕçре пысăк яваплăхпа тимлеме кирли куç кĕрет. 2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнине тата тăван районăмăр 95 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта хĕрарăмсен районти Канашĕ те, паллах, хăй умне конкретлă тĕллевсем илет. Республика шайĕнче пурнăçланакан Паллă ентешсен çулталăкĕнче тата район юбилейĕ умĕн «Районти паллă хĕрарăмсем» проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явни вырăнлă та пулчĕ. Ку чухне Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăкра /2021 çул/ паллаштарнă ĕç паттăрĕсем – окопсем чавнă çĕрте пиçĕхнĕ хĕрарăмсем çинчен çитĕнекен ăрăва малалла каласа кăтартмалла.

Хĕрарăмсен канашĕ ытти ыйтусене татса парас ĕçе те хутшăнма хирĕç мар. Вĕсенчен чи кирлисем: ăнăçсăр çемьесене май пур таран пулăшасси, çемье хаклăхне ÿстерес, ачасемпе амăшĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ĕçе хутшăнасси.

Ларура çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ – Мартăн 8-мĕшĕ умĕн пандеми тапхăрĕнчи хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса район шайĕнче мероприяти йĕркелесе ирттерессин ыйтăвĕсене те сÿтсе яврĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code