Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 3-мĕшĕнчи 141-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Кунта кĕрхи тулла çапса тĕшĕлес ĕçе чи малтан вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 68 центнерпа танлашнă.

