Çуллан юлашки уйăхĕ пуçланнă май çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсем мала тухаççĕ. Республикăра ăшă, шыв, электричество сечĕсен, ытти объект хатĕрлĕхĕн вăтам кăтартăвĕ 34 процент шайĕнче. Ăшă сечĕсен 12 процентне улăштарнă. Ку кăтарту пĕчĕк хуласенче — Сĕнтĕрвăрринче, Улатăрта, Етĕрнере — хальлĕхе тивĕçлĕ шайра маррине палăртаççĕ. Республикăри нумай хваттерлĕ 4,1 пин ытла çуртăн, централизациленĕ майпа хутса ăшăтаканскерсен, 71 проценчĕн ăшă сечĕсене опрессовка тунă, çуса тасатнă. Хатĕрлĕх паспортне илнисен шучĕ вара питĕ пĕчĕк, 220 çурт — 4 процент анчах. Хĕрлĕ Чутайра, Çĕрпỹре ку ĕçе пуçăнман. Резерв топливи — мазутпа çĕр кăмрăкĕ — çителĕклĕ. Потребительсен ресурссемпе тивĕçтерекен компанисен умĕнчи парăмĕпе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхĕ чакнă.
Округри предприяти-организацисем те хĕле хатĕрленес тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Ку ыйтăва округ пуçлăхĕ эрнесерен ирттекен канашлура пăхса тухнă.

