Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт ĕçпе юнашар

Спорт ĕçпе юнашар

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун ирттернĕ черетлĕ канашлăва вырăнти ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене тишкерме райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.

Районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассинче пысăк тỹпе хывнă, общество ĕç-хĕлĕнче халĕ те активлăх кăтартакан ветерансене «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе чысласси йăлана çирĕп кĕнĕ ĕнтĕ. Леонард Васильевич хальхинче сумлă наградăпа Маргарита Степановăпа (Елчĕк) Рифкат Харисова (Сăрьел) (сăн ỹкерчĕкре) палăртрĕ.

…»Самозанятость» ыйтăвĕ кашни канашлура çĕкленет. Хальхинче ку тĕлĕшпе вырăнта туса ирттерекен ĕçсем пирки Тăрăм, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алексей Трофимов, Алина Смирнова, Юрий Алексеев паллаштарчĕç. Вĕсенче ăнлантару ĕçĕсене ирттермеççĕ мар, çапах та «лав» вырăнтан пи-итĕ ерипен куçать.

Призыв проблеми те юлать-ха. Декабрь уйăхĕн вĕçĕччен пирĕн районтан çар ретне 12 каччă тăмалла. Ку вăл районти 53 ял шутĕнчен! Анчах çăмăлпа пымасть призыв. Аякри ялти пĕр çамрăк çĕршыва хỹтĕлессинчен 6-7 çул пăрăнса юлать ĕнтĕ, тепри хăйĕн «чир-чĕрĕсем» пирки справкăсен хулăн пуххине тăратма та вăтанман.

Вĕсен тус-юлташĕсемех паян хăйсен ирĕкĕпе тата мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ, вилĕме куçа-куçăн тăраççĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшỹллĕн тĕп тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнакан çамрăксене вара намăс та мар-ши?

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов кăçалхи 10 уйăхри спорт кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕлĕхсенчен: Александр Лапшин спонсор тата капитан пулса ертсе пынипе «Елчĕк» футбол клубĕ кăçал Чăваш Ен чемпионатне хутшăнса «В» ушкăнра 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. «Эльбрус Групп» (Елчĕк) — Шупашкар хулин футбол вăййине юратакансен иккĕмĕш лигăри чемпионачĕн çĕнтерỹçи.

Ентешсем çĕршывăн спорт аренисенче те маххă паманни мăнаçлантарма кирлех паян. Кавал хĕрĕ Полина Андреева спорт мастерĕн çĕнтерĕвĕсемпе рекорчĕсем çинчен илтме хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Иртнĕ çул, санкци текенни килсе çулăхиччен, Европа шайĕнче те хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе пĕр хутчен мар савăнтарнăччĕ штангистка.

Пуçласа Пĕтĕм Раççейри йывăр атлетсен турнирăн пьедесталĕ çине иртнĕ кунсенче Антон Айметов та хăпарнă. Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Александр Портнов ертсе пынипе вăл Тула хулинче 41 килограма çитичченхи виçере икĕ енлĕ кĕрешỹре 109 кг йăтса çĕнтерỹçĕ пулса тăнă тата республика рекордне çĕнетнĕ. Пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланă ачан пуласлăхĕ пысăк.

Мас-рестлингра çĕршыв шайĕнче ăмăртса Карина Кирилловăпа (Тĕмер) Александр Константинов (Тăрăм) бронза медале тивĕçни те çĕнтерỹпе танах.

Районта сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортăн кирек хăш енĕпе аталанма условисем çителĕклĕ, кăмăл-туйăм çеç пултăр. Ял тăрăхĕсем хушшинче район Спартакиадине çулсерен йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ. Çак таранччен 13 ăмăртуран 11-шне ирттернĕ пулсан, пĕр Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ кăна команда тăратмасăр юлман, çав вăхăтрах 3-5 ăмăртăва çеç хутшăнса лăпкăлăха путнисем те пур. Ĕçе хăй еккипе ярсан тĕшши çукрах çав.

Халĕ, ав, хĕллехи спорт сезонне уçма та вăхăт. Хоккей коробкисене вуннăшне те ĕнерхи кун тĕлне шыв сапса хытарма каланăччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Пур çĕрте те хушăва пурнăçланă-ши-ха? Кашни спорт объекчĕ туллин ĕçлемелле. Хоккей площадкисем те хальхи тапхăрта ял çыннисен шавĕпе тулмалла. Тем тесен те, спорт ĕçпе юнашар…

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code