
Августăн 1-мĕшĕччен «Çулталăкри Раççей йывăçĕ-2026» конкурс пырать.
«Ясна» этнопоселенинче ỹсекен 30 метр çỹллĕш юманăн «ĕмĕрĕ» 300 çулпа танлашать. Асăннă çут çанталăк палăкĕшĕн июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне 8687 çын сасăланă. Хальлĕхе вăл 1-мĕш позицире. Уншăн çитĕнĕве çирĕплетме эсĕ те хăвăн тỹпене хывма пултаратăн. Çавна май «Деревья памятники живой природы» сайта кĕмелле, списокри 73-мĕш номер çине пусмалла.

