Чăваш Тăрăмĕнче «Ниме — халăх бюджечĕ» проект çине таянса хальхи требованисене тивĕçтерекен спорт площадки тума тытăннă.
«Строй-сфера» сахал яваплă обществăн 1,3 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Пулас объект вырăнне тикĕслесе якатнă, планировка тунă, хăйăр сарнă… Унта вырнаçтаракан спорт оборудованийĕсем ачасене çеç мар, çитĕннисене те вăй-хала çирĕплетме май парĕç.

