Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать

Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать

«Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать», — тенĕ ваттисем. Майне-шывне пĕлсен ялтах пурнăçа сыпăнтарса пурăнма пулать. Ĕçчен алă валли ĕçĕ те часах тупăнать.

Чăваш Тăрăмĕнчи Пузыревсемпе ăнсăртран тĕл пулса паллашрăмăр. Ял харсăр çынсем çинче тытăнса тăнине илтсен Алевтина Алексеевна пирки те ырласа калаçрĕç. Вăл хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пырать. Инçе çула çывăхлатса, тăтăшах пулайман яла çитсен те ĕç паттăрĕсемпе тĕл пулса калаçмасан — чун-чĕре вырăнта пуласси иккĕленỹллĕ. Çавăнпа та Пузыревсем пурăнакан икĕ хутлă çурт умне тем самантра çитсе те тăтăмăр. Ют машина чарăннине асăрханă хĕр ача кантăкран тинкерчĕ. Эпир ăна урамалла тухма кăчăк туртрăмăр.

Хапха умне пире кирлĕ çын — Алевтина тухрĕ. Хушаматпа каласан пĕлместпĕр те — капла курнă çын. Пĕр вăхăт Елчĕкре лавккара ĕçлетчĕ. Эпир мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерсен фермер шалалла иртме сĕнчĕ.

Анлă коридорпа пỹртелле иртетпĕр. Пушă мар коридор, пысăк холодильниксем вырнаçтарнă. Фермерсем сĕтне унта упраççĕ. Паян ĕçлеме ỹркенмен çын пуян та хăтлă пурăннине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Пурнăç условийĕсем хуларинчен пĕрре те кая мар.

Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче ватăсем канлĕх тупнă. Иккĕмĕшне хăпарасси шиклентерет Александр Васильевичпа Анастасия Ивановнăна. Çулĕсем самаях аслăланнă пулсан та çамрăксене май килнĕ таран пулăшу аллине тăсаççĕ. Кунтах çывăрмалли пỹлĕмсем, зал. Пысăк çемье яланах пĕрле ларса апатланасси çирĕп йăлара. Пĕр кастрюльтен çисен çемье тату та килĕшỹре пурăннине ĕнентерет те. Виçĕ ăру çыннисем пĕр çуртра пĕрле килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр?!

Иккĕмĕш хутра, картлашкапа хăпарнă май, стенасем çине тĕрĕллĕ ỹкерчĕксем вырнаçтарнă. Ытти пỹлĕмсене те ал ĕçĕсем илем кỹреççĕ.

— Манăн анне тĕрĕ ăсти. Пурне те вăл парнеленĕ, — паха ĕçсемпе киленнине курса пĕлтерчĕ Алена. — Манăн тĕрлесе ларма вăхăт çук халĕ.

Тăрăшуллă çынсемпе калаçса кайнă май вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех кăсăклантăмăр.

Алена ял хĕрĕ. Ытти ял пикисем пекех çĕр ĕçĕнче пиçĕхсе, выльăх-чĕрлĕх пăхса ỹснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти планпа экономика колледж-ĕнче вĕреннĕ. Бухгалтер профессине алла илсен тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçăннă. Кунтах коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă, салтак тивĕçне пурнăçланă ял ачи — Сергей Пузырев тĕп бухгалтерта ĕçленĕ.

— Эпир пĕр ялта ỹссе çитĕннĕ пулсан та, пĕр-пĕринчен аякра та мар пирĕн çуртсем, пĕр-пĕрне палламан. Ĕçре паллашрăмăр, — йăл кулса аса илет Алевтина çамрăклăха.

Часах хĕрпе каччă хушшинче юрату кăвайчĕ йăл илме пуçланă.1988 çулта ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă.

Кунтах ларакан Сергей те мăшăрĕ çине ăшă хăмăр куçĕсемпе пăхса илемлĕн кулать. Тỹрех асăрхатăн: куçсем улталама памаççĕ, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнать ĕçчен мăшăр.

Ялти хуçалăх аркансан çамрăксем ĕç шыраса Елчĕке çитнĕ. Икĕ алăра пĕр ĕç пултăр тесе кирек ăçта та тăрăшма хатĕр пулнă вĕсем. Ĕç тупсан пĕр вăхăт район центрĕнче тымар яма та шут тытнă.

— Пĕринче ĕçе кайнă май пĕр арçын улăхра ĕнесем çитерсе çỹренине асăрхарăмăр. Епле лайăх ĕç, инçете те çỹремелле мар. Хăçан пирĕн 5 ĕне пулать-ши, эпир те ялтах тĕпленсе пурăнăттăмăр та, — тенĕ вĕсем харăсах пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнăран.

Мĕн чăрмантарма пултарать-ха мал ĕмĕтлĕ çамрăксене хăйсен ĕмĕтне пурнăçлама? Нимĕн те. Апла пулсан ĕçе пуçăнмалла. Çапла вара вĕсем наччасра хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Пузыревсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code