Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ылтăн кĕркунне — 2022» курав

«Ылтăн кĕркунне — 2022» курав

Мускав облаçĕнче пулса иртнĕ «Ылтăн кĕркунне — 2022» куравран Чăваш Ен делегацийĕ 51 медальпе, çав шутран 41-шĕ ылтăн, таврăннă. Чăваш Ен РФ Ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев алă пуснă Тав хутне тата медале тивĕçнĕ.

Раççей шайĕнче иртнĕ курав туса илнĕ продукцие хаклама çеç мар, тĕрлĕ семинар-канашлăва хутшăнма, ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелеме, наукăри çĕнĕлĕхсемпе, выльăх ăрачĕсемпе паллашма май панă. Чăваш Ен куравра «Уралхим» тата «ФосАгро-Регион» пĕрлешỹсемпе килĕшỹ тунă хыççăн республикăна минераллă удобренисем кỹрсе килме палăртнă. «Килĕшỹ завода та, пирĕн аграрисене те аталанма май туса парасса шанатпăр», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Чăваш Ен кунта комбайнсем туса кăларакан «Ростсельмаш» пĕрлешỹпе килĕшỹ тунă. Республикăра çак предприятисен сервис центрĕ пулмалла. Çапла майпа малашне Чăваш Енри аграрисем унта техникăна 5 процент йỹнĕрех туянма пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code