Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрлăх урокĕ паттăр пулма хистетĕр

Паттăрлăх урокĕ паттăр пулма хистетĕр

Вĕренỹ учрежденийĕсенче Паттăрлăх урокĕсем ирттересси йăлара. Халĕ, çĕршывăн мирлĕ пурнăçне, никама пăхăнманлăхне упраса хăварассинче хăрушлăх тухса тăнă тапхăрта, пирĕн тата та вăйлă пулмалла.

Кушкă шкулĕнчи педагогсем Тăван çĕршыв темине çĕклесе, тĕрлĕ çулсенче унăн мăнаçлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă тата çапăçакан хăюллă салтаксене ырă тĕслĕх вырăнне хурса кашни эрнерех политинформаци, класс сехечĕсем ирттереççĕ.

Паянхи тĕп тема — ачасене Украинăри хирĕç тăрăва хутшăнакан салтаксемпе офицерсем тата доброволецсем пирки каласа кăтартасси. Тăванла халăха хỹтĕлес, ăна нацистсен пусмăрĕнчен хăтарас, вĕсен прависемпе ирĕкĕсене, мирлĕ пурнăçа упраса хăварас тĕллевпе пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçакансен ретĕнче Кушкă шкулĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксем те сахал мар: Дмитрий Дергунов (Кушкă), Сергей Марков, Александр Александров (Кивĕ Арланкасси), Георгий Титов, Александр Сергеев (Исемпел), Павел Портнов (Аслă Пăла Тимеш) тата ытти те. Вĕсен шкулта вĕреннĕ чухнехи хастарлăхĕ пирки те аса илетпĕр калаçусен вăхăтĕнче.

Анна ПОРТНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: 7-мĕш класра — политинформаци сехечĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code