Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулталăка Матвей уçнă

Çулталăка Матвей уçнă

2018 çулта район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 107 ача çуралнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр ашшĕ-амăшĕ пепкисене Ярослав, Артем, Богдан, Кирилл, Тимофей, Виктория, София, Дарина ят ытларах хунă.

Çулталăк тăршшĕнче 71 мăшăр çемье çавăрнă. Мăшăрлану çулĕ çине каччăсем 25-34 çулсенче тăраççĕ пулсан, хĕрсем 18-24 çулсенче качча каяççĕ. 29 мăшăр вара юрату туйăмĕсем сÿннине пĕлтернĕ. Вĕсенчен 4-шĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе уйрăлнă, 25-шĕ вара – суд урлă.

Шел пулин те, районта çын вилеслĕх çураласлăхран чылай пысăкрах. Иртнĕ çул 333 çын пурнăçран уйрăлнă. Вилнĕ арçынсем вăтамран 67 çулта, хĕрарăмсем 81 çулсенче пулнă.

Кăçал çулталăка Елчĕкри Сергейпе Надежда Красновсен Матвей ывăлĕ уçнă. Вăл январĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Матвей – çемьери иккĕмĕш ача.

Н.БАЙМУШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code