Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экспорта хăмла ăсатаççĕ

Экспорта хăмла ăсатаççĕ

2020 çулта ял хуçалăх организацийĕсенче 185,1 тонна хăмла туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 4,6 процент ытларах. Çак тапхăрта культура тухăçлăхĕ 9,8 процент ÿснĕ. Гектар пуçне 18,6 центнер «симĕс ылтăн» тухнă.

Хăмлана Етĕрне районĕнче ытларах туса илеççĕ /пĕтĕмĕшле хисепрен 44,8 процент/, Вăрмар /27,2 процент/, Вăрнар /21,6 процент/, Çĕрпÿ /6,4 процент/ районĕсенче те пур вăл. Сăра вĕретекенсем чăваш хăмлин ырă шăршине палăртаççĕ. Продукци чикĕ леш енне те ăсанать. Чĕр тавара тирпейлессине «Чувашхмельпром», «Агроресурсы» пĕрлешÿсем йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code