Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕм ĕçе — вăхăтра

Пĕтĕм ĕçе — вăхăтра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый апрелĕн 4-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва чыславран пуçларĕ.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Елчĕк районĕ 2021 çулхи спорт аталанăвĕн виçĕ енлĕ смотр-конкурсĕнче те çĕнтерни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Çитĕнỹсем спортсменсен, физкультура учителĕсемпе тренерсен, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе тỹрремĕн çыхăннă. Леонард Левый вĕсене ертсе пырас, ăмăртусене йĕркелес тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн «Улăп» ФОК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Елена Портновăна, Петр Смирнов инструктор-методиста райадминистрацин, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторне Николай Малышкина «Единая Россия» партин аталанăвне тỹпе хывнăшăн регион политканашĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Малалла тĕрлĕ ыйту пулчĕ, анчах пурте пĕлтерĕшлĕ.

«Хула хăтлăхĕ» проектпа район, республика шайĕнче малтисен йышĕнче пулсан, «пуçару бюджечĕпе» вара — каярах.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, чĕрĕрех пулăр-ха, — тарăхăвне те пытармарĕ Леонард Васильевич, — пĕр вырăнта тăмалла мар. Кашни ыйтăва вăхăтра тата тухăçлă татса памалла.

Юлашки шухăш пирки пĕр канашлура кăна каламасть ĕнтĕ. «Пуçару бюджечĕпе» килĕшỹллĕн 36 проект ĕçе кĕртмелле кăçал, çапах та пурин тĕлĕшпе те документсене хатĕрлесе çитереймен иккен. Аукционсене хутшăнассипе те кашни кунпа çеç мар, кашни сехетпе тĕллевлĕ усă курмаллине палăртрĕ ертỹçĕ.

Юлашки çулсенче патшалăх енчен ял хуçалăхне аталанма тĕрев питĕ пысăк. Районта çулсерен çĕнĕ техника туянассипе аван ĕçлеççĕ. Анчах çакăнпа çеç çырлахатпăр та. Çав вăхăтрах патшалăх 69 тĕрлĕ пулăшу парать! Выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç çитĕнтерессинче, калăпăр, мĕншĕн усă курма çук унпа?

Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров калаçăва хытă каяш пирки пуçарчĕ. Çỹп-çапа турттарса тухассине «Стройэнергосервис» ООО тивĕçлĕ шайра пурнăçлать. Пулăшушăн тỹлессипе район (94:) регионта 3-мĕш вырăнта. Ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем (96:), Елчĕксем (93:), Тăрăмсем (90:) аван ĕçлеççĕ пулсан, Кĕçĕн Таяпасемпе Лаш Таяпасен кăтартăвĕсем самаях пĕчĕк — 82:. Уйрăм ялсемпе илсен Кавалсем (97,7:) — чи пултаруллисем, Сăрьелсем (78,6:) вара ниепле те çỹлелле çĕкленесшĕн мар. Çавăн пекех: Тăрмăшра тỹлев проценчĕ 94,4 процентпа танлашать пулсан, çырма тепĕр енче вырнаçнă Хĕрлĕçырсен 83,4 процент çеç. Кăна мĕнле ăнланмалла-ши?

Çуркунне ĕç хушăнсах пырать. Юр кайса пынă май пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухать. Эппин тимлесех субботниксем йĕркелеме кирли те куçкĕрет…

Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов граждансен пухăвĕсенче çĕкленĕ ыйтусене презентаци мелĕпе тĕплĕн уçса пачĕ. 2021 çулта Хĕрлĕçырти, Тăрмăшри, Анатри Тимешри хăш-пĕр урамсене юсанă, расхутланă сумма — 280 пин тенкĕ. Хĕлле урамсене юртан тасатса тăма 250 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех пуçару мелĕпе усă курса Тăрмăшпа Хĕрлĕçыр ялĕсенчи масар пỹрчĕсене юсанă. Тип Тимеш ялĕнче 902 пин тенкĕлĕх ача-пăча площадки хута яни те ырă пулăм. Кăçалхи тĕллевсем те паллă…

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code