Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Мастер-класа хутшăннă

Мастер-класа хутшăннă

Шупашкарта «Культура» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Пĕтĕм Раççейри пултарулăх коллективĕсен куçăмлă фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Атăлçи тата Урал федераци округĕсенчен килнĕ 14 творчество ушкăнне ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Раççейри халăх пултарулăхĕн Патшалăх çурчĕн директорĕ Тамара Пуртова саламланă.

Чăваш тĕррине хатĕрлес тĕлĕшпе ирттернĕ мастер-класа Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Парферьева та хутшăннă.

— Пирĕн несĕлĕмĕрсен тĕрри-эрешĕ тĕлĕнмелле пуян, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Римма Витальевна, — кăткăс та. Вăл ытти халăхсен тĕррисенчен питĕ уйрăлса тăрать. Пирĕнни пек çĕвĕсем никамăн та çук: геометри паллисемпе усă курса тĕрĕçĕ кĕпесем çине сыхлăх паллисене ỹкерет. Вăл вара усал вăйсенчен сыхлать тенĕ ваттисем.

Фестивале хутшăннисем маçтăрсен ĕçĕн пахалăхне пысăк хак панă. Çапла пулмалла та: чăвашсен пултарулăхĕнче чун илемĕпе халăх ăслăхĕ-çке.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code