Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье никĕсĕ — килĕшỹре

Çемье никĕсĕ — килĕшỹре

Çемье юратупа килĕшỹрен тытăнса тăрать. Пĕр-пĕрне ăнланни, итлеме пĕлни икĕ çын хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет.

Кун пек çемьере пурнăç та тикĕс шăвать, палăртнă ĕç-пуç та кал-кал пырать. Пысăк юратупа пĕрлешсе çемье йĕркеленĕ, 37 çул килĕштерсе пурăнакан Диомидовсем çинчен каласа парас килет манăн.

Николай Диомидов 1968 çулта ĕçчен çемьере кун çути курнă. Тăхăр пĕр тăван пулнă вĕсем. Ашшĕ — Иван Федорович — паллă тракторист, амăшĕ, Тамара Ивановна, бригадăра вăй хунă. Шел, кил хуçин кун-çулĕ кĕске пулнă: 6-мĕш ачи, Николай 10 çулта чухне, çĕре кĕнĕ. Вăл 8-мĕш класра вĕреннĕ çулхине амăшĕ те больница койки çинчех ĕмĕрлĕхе куçне хупнă.

Тăхăр тăлăх чунăн пурнăçĕ тĕпренех улшăннă вара.

Пĕтĕм ĕç — вĕсен çинче. Вăтам пĕлỹ илнĕ Николай часах çар ретне тăрать, унтанах пĕрле вĕреннĕ, хĕрỹ туйăмпа юратнă хĕрĕпе çырусем çỹретет. Службăран таврăнсан каччă колхозра трактористра, шоферта ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах хĕрарăмсăр атте-анне çуртне тытса пыма йывăррине те ăнланать вăл. Çапла вара Валентинăран мăшăр пулма ыйтать.

Хĕр кỹршĕри Исемпел ялĕнчи йышлă та ĕçчен çемьерен. Николай Александровичпа Зиновия Андреевна Чугуновсен 10 ача пулнă. Атте-аннесĕр юлнă йĕкĕте ватăсем çемье йĕркелеме пил панă, чăваш йăли-йĕркипе туй туса ирттернĕ. Валентина, Шупашкарти çыхăну техникумне пĕтернĕскер, «Победа» колхозăн «Çăлкуç» ача садĕнче воспитателе пулăшаканĕнче ĕçлеме тытăнать. Çулталăкран кĕтнĕ ывăл çуралать: Артур. Тепĕр 3 çултан амăшне юлташ çĕр çине килет, Таня ят параççĕ ăна.

Çемьере телей хуçаланать. Пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе çурта анлăлатса газ кĕртеççĕ. Нимĕнле ĕçе те тиркемен арçын хуçалăхри механизациленĕ арманта вăй хума пуçлать. Мăшăрĕ, кану вăхăчĕсем иртсен, колхоз правленийĕн çуртĕнче тирпейлỹçĕре тимлет. Ял халăхĕнчен сĕт пуçтарас юхăм тапрансан вăл ĕçе пурнăçлама сĕнеççĕ ăна.

2004 çулта Юрий Александров уйрăм предприниматель таврари ялсенчен сĕт пуçтармалли пункт уçать, Валентинăна ĕçе йĕркелесе пыма шанать. Турттараканĕ вара — унăн мăшăрĕ. 22 çула хыçала хăварнă çапла вĕсем.

Диомидовсем кил-хуçалăха та тирпейлĕ, çирĕп тытса тăраççĕ. Халĕ евроюсав модăра та, Николай пĕтĕм ĕçне хăй пурнăçлать: йывăçпа ĕçлемелле-и, тимĕр авмалла-и — «пĕлместĕп» е «пултараймастăп» сăмах çук унăн. Ылтăн аллисем ял çыннисене те савăнтараççĕ. Ялта çĕнĕ масар уçсан вăл пĕр сăмахсăрах хапхи тăррине хĕрес туса вырнаçтарчĕ. Уйрăм çынсен тĕрлĕ заказне пурнăçлама та вăхăт тупать.

Мăшăр кану мĕнне пĕлмест. Карта тулли вăкăр, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ. Çирĕп хуçа пурăнни сисĕнет кил-çуртра. Кашни кĕтес, кашни япала куçа илĕртеççĕ. Хитре чечексем, пĕлсе йĕркеленĕ интерьер пурнăçа юратса пурăнакан мăшăрăн кун-çулне сăнарлать.

Ачисене те тивĕçлĕ воспитани панă Диомидовсем. Ывăлĕ, Артур, Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ, мăшăрĕпе пĕрле вĕреннĕ. Çĕрпỹ хулинче тĕпленнĕ çемьен виçĕ ача. Мăшăр хăйсен ĕçне йĕркеленĕ. Таня хĕрĕ те аслă пĕлỹллĕ, социаллă педагог. Мăшăрĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Вĕсен пĕр ывăл. Ачисемпе мăнукĕсене вара ялтисем яланах хапăл.

Ĕçлеме пĕлекеншĕн тата ăнтăлаканшăн ялта та ĕç пур, кунта та хуларинчен кая мар пурăнма пулать. Çакăн пек çемьесем пулсан ял пĕтмест-ха.

Ял халăхĕн хисепне çĕнсе илнĕ Диомидовсем куллен тĕслĕхлĕ çемье паллисене çирĕплетеççĕ: хастар, ырă кăмăллă, тарават. Килĕшỹпе ăнлану сукмакĕ вĕсен малашне те такăрлансах пытăр.

Зинаида ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code