Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шырав» операци

«Шырав» операци

КАЛАВ

Мария ПЕТРОВСКАЯ

Анна Васильевна ир енне хăрушă тĕлĕк курнипе чăм шыва ỹксе вăранса кайрĕ.

— Анне, аннеçĕм, эпĕ вилмен, сывлатăп, чавса кăларăр мана хăвăртрах, — шала кайнă саспа пулăшу ыйтса чĕнет амăшне Николай.

Çакăн евĕр тĕлĕксем пĕрре кăна мар курăнаççĕ хĕрарăма. Ывăлĕнчен хыпар килме пăрахнăранпа хăçан йĕркеллĕ çывăрнине те астумасть вăл.

Пĕр эрне каялла мăшăрĕпе иккĕшне военкомата чĕнтерчĕç. Ывăлĕ службăра тăракан çар чаçĕнчен 11 уйăх хушшинче 3 хутчен вĕсен ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕччĕ. Хальхинче те военкомата çав тĕллевпе чĕнеççĕ пулĕ тесе шухăшларĕç Гавриловсем.

Палăртнă çĕре çитнĕ-çитменех çар комиссарĕ вĕсене хăйĕн кабинетне чĕнсе кĕртрĕ.

— Сирĕн ывăлăр, Гаврилов Николай Леонидович, ковидпа чирлесе вилни çинчен пĕлтерчĕç службăра тăнă çар чаçĕнчен. Тухтăрсем вырăнтах пытарма хушнипе унтах хула масарне пытарнă ывăлăра, — чĕрене çурса ярасла хăрушă хыпар пĕлтерчĕ çар çынни салтакăн ашшĕпе амăшне.

— Пирĕн ывăл нихăçан та нимĕнле чирпе те чирлесе курман. Мĕн калаçатăр эсир? Пулма пултараймасть. Хăй чирли çинчен пĕрре те пĕлтермен вăл пире, — ĕненесшĕн пулмарĕç Гавриловсем.

— Ку хыпар манран тухман. Лере мĕн каланă, çавна сире пĕлтертĕм. Документсене каярахпа илсе пырса параççĕ, — татăклăн каларĕ комиссар.

— Мĕнле-ха капла, ывăлăмпа сывпуллашма та ирĕк памарĕç пире.

Пĕрре те çын евĕрлĕ мар ку. Эпир пĕртен-пĕр ывăлăмăра çĕршыва сыхлама патăмăр. Эсир каланисемпе килĕшместпĕр эпир. Эксгумаци тума ыйтатпăр, — хăйсен шухăшне пĕлтерчĕ Леонид Юрьевич.

— Сире никам та инфекци чирĕпе вилнĕскере чавса кăларма ирĕк памасть, ун çинчен ан та шутлăр, — тарăха пуçларĕ Владимир Афанасьевич.

Темĕн чухлĕ йăлăнсан та, макăрсан та пулăшу кĕтсе илме çуккине ăнланнăскерсем çĕр чăтайми хуйха хăйсемпе пĕрле киле илсе кайрĕç.

Çак каç çĕрĕпе куç хупмарĕç Гавриловсем. Нихăшĕ те юратнă ывăлĕ вилнине ĕненмерĕ, шанчăка çухатмасăр «Шырав» операцине хатĕрленчĕç.

Ĕçрен вунă кунлăха тỹлевсĕр отпуск илсе ывăлĕ службăра тăнă çар чаçне çитсе курма çирĕп тĕллев лартрĕç: начальникпе курса калаçас терĕç, Николайăн юлташĕсемпе тĕл пулма ĕмĕтленчĕç.

Каланă — тунă. Тепĕр икĕ кунтан хăйсен хулинчен пин çухрăмра вырнаçнă çар чаçне тухса кайрĕç. Унта йĕркеллех çитрĕç, начальник те вырăнтах пулчĕ.

— Эпир Гаврилов Николай Леонидовичăн ашшĕпе амăшĕ пулатпăр. Ывăлăмăр мĕнле майпа вилнине тĕплĕнрех пĕлес килет пирĕн. Мĕншĕн ăна хăй пурăннă çĕре мар, кунта пытарнă? — куççуль витĕр ыйтрĕ Анна Васильевна.

— Юлашки çула та ăсатаймарăмăр ывăлăма. Вилтăпри ăçтине те пĕлместпĕр, — кăмăлсăрланчĕ Леонид Юрьевич. — Эпир ывăлăма тăван енре пытарасшăн, çавăнпа тупăка чавса кăларма ыйтатпăр, — хăйсен шухăшне пĕлтерчĕ салтакăн амăшĕ.

— Сирĕн хуйхăра питĕ лайăх ăнланатăп, сирĕнпе пĕрле кулянатăп. Анчах эсир те пире ăнланма тăрăшăр. Ывăлăрăн ерекен чир пулнăран инçе çĕре илсе кайма хушман, çавăнпа кунти çăва çине пытартăмăр. Нимĕнпе те пулăшма пултараймастăп сире. Эксгумаци тума ирĕк памаççĕ, — ăнлантарчĕ Григорий Александрович.

— Вилтăпри çине çитсе курасчĕ пирĕн. Тăприне илсе каясчĕ хуть, — йăлăнчĕ Анна Васильевна.

— Малтан столовăйне кайса апат çиетпĕр, кайран çăва çине çитсе килĕпĕр эппин, — кăштах шухăшласа тăнă хыççăн килĕшрĕ çар чаçĕн начальникĕ.

Хуларан виçĕ çухрăма вырнаçнă масар çине çитсен Гавриловсен чунĕсем кỹтсе çитрĕç: куçĕсенчен пĕр чарăнми куççуль шăпăртатрĕ. Шаларах вырнаçнă вилтăприсене çум курăкĕ пусса илнĕ, тахçантанпах çын ури ярса пусман курăнать. Апла пулсан, ятсăр, килсĕр çынсене пытараççĕ кунта.

Çар чаçĕн начальникĕ Гавриловсене масар хĕрринчи тăватă вилтăпри патне илсе çитерчĕ те: «Акă çакăнта канлĕх тупнă сирĕн ывăлăр. Чун килениччен калаçăр эсир унпа. Эпĕ машина патне каятăп, сире чăрмантармастăп», — терĕ те масартан тухрĕ. Анна Васильевна ывăлĕн вилтăприйĕ умне кукленсе ларчĕ те пĕр чарăнми макăра-макăра сăмахларĕ:

— Ах, ывăлăмçăм, ывăлăм! Çакăн пек инçетри çĕрте выртмалла пулчĕ-ши вара санăн? Ача чухне нихăçан та чирлесе курмарăн-çке эсĕ? Чăн-чăн спортсмен пулса çитĕнтĕн. Мĕн пулчĕ санпа, ывăлăм?

— Аннушка, куççуль юхтарса çитет сана. Итле-ха, кунта çырнинче çуралнă кунĕ те, вилнĕ кунĕ те тĕрĕс мар. Пирĕн Николай пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ тесе палăртнă. Эпир ывăлпа юлашки хут телефонпа çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче калаçрăмăр. Астăватăн-и? — çурма сасăпа ыйтрĕ Леонид Юрьевич.

Мăшăрĕн сăмахĕсем хĕрарăма чĕрĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕç. Йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те упăшки çумне пырса тăрса вулама пуçларĕ.

— Хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ çеç тĕрĕс, ыттисем пурте йăнăш. Паянхи кун та ывăлăм вилнине йышăнмасть манăн чĕрем. Вилмен пирĕн Николай, вилмен, — ĕсĕклеме чарăнса сăмахларĕ салтак амăшĕ.

— Эпĕ те сан пекех шухăшлатăп. Хамăр мĕн пĕлнине никама та калама юрамасть кунта. Пирĕн хуйхă-суйха никам та ăнланасшăн мар. Григорий Александрович та йĕркеллĕ çын пек туйăнмарĕ мана. Пирĕнпе пĕрле масар çинче те пулмарĕ. Тепĕр енчен вăл кунта пулманни лайăх та пулчĕ пирĕншĕн. Эпир калаçнине илтетчĕ вăл. Тепĕр виçĕ вилтăприне телефонпа ỹкерсе илтĕм, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ терĕм, — вĕçлерĕ сăмахне Леонид Юрьевич.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code