Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуран чупакансен уявĕнче

Çуран чупакансен уявĕнче

Кĕрхи çанталăк хăйĕн илемĕпе савăнтарать: пĕринче пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкет, тепринче çурçĕртен сивĕ çил вĕрсе кунĕпе йĕпхÿ пĕрĕхет… Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче вара ирхинене пĕтĕм тавралăха тăм ÿксе шуратрĕ те кăнтăрла хĕвел хăйĕн ăшшипе çупăрларĕ. Пĕтĕм Раççейри «Наци кросне» палăртнă кун, çут çанталăкăн япăх кунĕ çук тетпĕр пулсан та, çуран чупма юратакансене районти старта тухма май памарĕ. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем массăллă чупăва çулсерен кĕтнине шута илсе ăна иртнĕ эрнекун, сахалтарах çынпа, хĕвел аванах хĕртсе пăхнă вăхăтра, кăнтăр апатĕнче, йĕркелесе ирттерчĕç.

Шкул ачисемпе пĕрле район администрацийĕнче, культура сферинче тăрăшакансем Елчĕкри Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Районта коронавирус чирĕ алхаснăран ăмăрту санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăнса, йăлана кĕнĕ çирĕп йĕркерен пăрăнса, тĕп стадионта иртрĕ. 2012 çулхи тата унран кĕçĕнрех хĕр ачасенчен малти вырăнсене Мария Чернова /Елчĕк шкулĕ/, Виктория Соловьева, Злата Карсакова /Патреккел/ йышăнчĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Антон Григорьев /Елчĕк/ йышăнчĕ. Владимир Афанасьевпа /Аслă Елчĕк/ Богдан Карсаков /Патреккел/ – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

2008-2011 çулсенчи вĕренекенсенчен чи маттуррисем – Светлана Кузнецовăпа Семен Фомкин /Елчĕк/. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Виктория Казаковăпа Дмитрий Филиппов /Елчĕк/, София Афанасьевăпа /Аслă Елчĕк/ Павел Чернов /Елчĕк/ пайларĕç.

40 çулхи тата унран аслăрах хĕрарăмсем хушшинче пынă ăмăртура финиша чи малтан ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина çитрĕ. Галина Иванова /культура тата информаципе тивĕçтерекен пай/ иккĕмĕш, Ирина Агеева /финанспа ресурс тивĕçтерĕвĕн центрĕ/ виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Çак ÿсĕмри арçынсенчен «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторне Николай Малышкина çитекенни пулмарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительствăпа ЖКХ пайĕн начальникĕ Николай Петров иккĕмĕш, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнчи ИМЦн аслă методисчĕ Сергей Скворцов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

2004-2007 çулсенчи ачасенчен Милана Волкова, Дмитрий Кузнецов финиша пĕрремĕш çитрĕç. Ксения Николаева, Никита Долгов, Арина Викторова, Константин Вишнев /Елчĕк/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

40 çула çитмен хĕрарăмсенчен дистанцие Карина Галкина /Елчĕк/ пĕрремĕш вĕçлерĕ. Диана Егоровăпа /вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ/ Светлана Усанова /финанс тата ресурс тивĕçтерĕвĕн центрĕ/ – призерсем. Çак ÿсĕмрех Алексей Тихонов /Елчĕк/, Алексей Захаров /«Улăп»/, Сергей Баранов /централизациленĕ клуб тытăмĕ/ палăрчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх кăçал та чи аслă тата чи çамрăк чупуçăсене палăртрĕç. Елчĕкри 82 çулхи Валерий Петров кăçал та спорт уявĕнчен пăрăнса иртес темен. Урисем ыратнине пăхмасăр сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине çирĕплетес тенĕ вăл. Аслă Елчĕкри Василиса Афанасьева 3 çулта кăна-ха, çапах та аслисем пекех спорта юратать. Паян ашшĕ, пиччĕшĕпе аппăшĕ тата вăл старта тухрĕç. Асламăшĕ, тивĕçлĕ канури Зинаида Петровна, мăнукĕсене хавхалантарса тăчĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç. Кашни çĕнтерÿçĕ «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн призĕсене тивĕçрĕ.

Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче иртнĕ массăллă чупу хăйне евĕрлĕ зарядка пулнине палăртрĕç ĕçлекенсем. Куллен сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, сывлăха çирĕплетни хамăршăнах усăллă пулни куçкĕретех.

В.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code