«Россельхознадзорăн» Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ кăçалхи январь уйăхĕнчен тытăнса июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне 952 тонна горчица вăрлăхне экспорта яма ирĕк панă.
Çакă чикĕ леш енне 2025 çулхи палăртнă хушăра сутнинчен 18,4 процент ытларах. Вăрлăхра карантина хупнă объектсене тупса палăртман, вăл фитосанитари ыйтнине пур енчен те тивĕçтернĕ. Ăна Беларуçе, Польшăна, Чехие ăсатнă.

