Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Суварта» вăй виçнĕ

«Суварта» вăй виçнĕ

Хусанта тухса тăракан чăвашсен «Сувар» хаçачĕн коллективĕ çулсерен мини-футбол турнирне йĕркелет. Унта Аслă Елчĕкпе Елчĕк шкулĕсен пĕрлештернĕ команди кăçал та хутшăннă.

Команда представителĕсем – Николай Волковпа Сергей Александров каланă тăрăх, Тутарстанри тĕрлĕ районтан пуçтарăннă ушкăнсен ăсталăх шайĕ чылай ÿснĕ. Пĕлтĕрхи аутсайдер – «Тăхăрьял» команда кубока çĕнсе илни те тĕлĕнмелле кĕтменлĕх мар-и? Пирĕннисем хальхинче призерсен йышне кĕреймен пулин те, унта пухнă вăйă опычĕ малашлăхра усă кÿрĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе туслă çыхăну йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code