Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Чăвашсем Германире, Францире…

Чăвашсем Германире, Францире…

Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем иртнĕ эрнере Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула семинара пуçтарăнчĕç. Вăл «Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» ятпа иртрĕ. Кашни вĕрентекен хăйне хумхантаракан ыйтупа тухса калаçрĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Елчĕк районĕнчи кашни ялтан тухнă çыравçăсем е сăмах ăстисем çинчен материал пуçтарма калаçса татăлчĕç. Ун хыççăн вĕсем Берлинта пурăнакан сумлă та хисеплĕ чăвашсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем пирĕн пата пуш алăпа килмен, Берлинта, Францире тата Шупашкарта пурăнакан чăвашсем çинчен ÿкернĕ кинофильм илсе килнĕ. Фильм «Чăваш чĕлхи» ятлă, режиссерĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Берлинта пурăнакан Виктор Чугаров /сăн ÿкерчĕкре/. Вăл хăй тĕллĕн чăвашла калаçма вĕреннĕ. Çак кинона ÿкерме мана çÿлтен темле вăй хистерĕ, тет вăл. Викторăн тĕллевĕ çапларах: ют çĕршывра пурăнакан чăвашсене тупасси, вĕсен ентешлĕхне туса хурасси. Çак кинофильма вăл 3 çула яхăн ÿкернĕ, Интернет уçлăхĕнче чăвашсен ятарлă ушкăнне уçнă. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама ăна нимĕç çынни Ян Шредер пулăшнă. Янăн мăшăрĕ те чăваш хĕрĕ. Вĕсем хăйсен хĕрне те чăвашла калаçма вĕрентеççĕ. Вăл Шупашкара темиçе хутчен те килсе кайнă, чăвашла юрăсем те юрлама вĕреннĕ. Кинофильма курнă май эпир хамăрăн ентеше курса та савăнтăмăр. Вăл Питтĕпел ялĕнче çуралса ÿснĕ Алина Макарова. Шăпа ăна Берлина илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра вăл унти посольствăра ĕçлет. Берлинтах качча тухнă. Мăшăрĕпе Елчĕк ене те килсе курнă. Вăл чăвашла калаçма вĕренет. Алина çапларах калать: «Чăваш чĕлхи мана Берлина илсе çитерчĕ». Хăй вăл Шупашкарта вĕреннĕ. Нимĕçсем чăваш чĕлхипе питĕ кăсăкланаççĕ тесе каласа парать. Виктор хăйпе пĕрле Тегель хулинче пурăнакан Канаш районĕнчи Ухманта çуралса ÿснĕ Людмила Сергеевăна та илсе килнĕ. Людмила унта 17-мĕш çул пурăнать. Амăшĕ те унтах, анчах та вĕсем тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ, амăшĕпе яланах чăвашла калаçаççĕ, Людмила тăван чĕлхипе таса та илемлĕ калаçать. Унта вăл лавккара администраторта ĕçлет. Виктор Францинчи тата Берлинти чăвашсемпе тĕл пулусем йĕркелет. Вĕсем унта пĕр-пĕринпе чăвашла чунĕсене уçса калаçаççĕ, юрлаççĕ. Ют çĕршывра пурăннă чухне тунсăх пуссан Виктор чăвашла тата вырăсла сăвăсем хайлать. Аякра пурăнсан та чăвашсем чĕлхене манмаççĕ, уншăн тунсăхланине çеç пĕлтереççĕ. Виктор кинофильма шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕсене кăтартма парса хăварчĕ. Тен, çак кинона пăхнă хыççăн хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ чăваш чĕлхи мĕн тери хаклă та сумлă чĕлхесенчен пĕри иккенне ăнланса илĕ. Юлашкинчен вĕрентекенсем хăнасене чăвашла тĕрленĕ салфетка тата кĕнекесем парнелерĕç.

А.ПОРТНОВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти ассоциацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code