Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Кĕрешÿçĕсене асăнса

Районти Спорт çуртĕнче Елчĕкре çуралса ÿснĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ çамрăк спортсменсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен первенстви иртнĕ.

Унта 11 виçе категорийĕнче Елчĕк, Кушкă, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, çавăн пекех пуçласа Лаш Таяпа шкулĕсен командисем тупăшнă. Хăйсен ушкăнĕнче Дмитрий Павлов, Тимофей Антонов, Давид Крысов, Денис Иванов, Константин Вишнев /Елчĕк шкулĕ/, Станислав Тябуков, Константин Капсулов, Юрий Прокопьев /Аслă Елчĕк/, Данил Тимофеев, Кирилл Константинов /Кушкă/, Арсений Мустаев /Лаш Таяпа/ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд «Чи лайăх техникăшăн» Константин Вишнева, спорт мастерĕн кандидачĕ Константин Миллин Тимофей Антонова уйрăм призсемпе чысланă.

Бассейнра ăмăртнă

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче çулталăк ытла ăмăртусем пулман. Çивĕч тупăшусемсĕр тунсăхланă ишевçĕсем çак кунсенче район первенствине пуçтарăннă.

Ăмăртура чи кĕçĕннисем 50 метра ластăпа ишнĕ. Чи маттурри – «Шевле» ача садне çÿрекен Артур Портнов. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине пĕтĕмпех Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хăпарма тивĕçнĕ: Ульяна Еремеева, Милена Чернова, Павел Чернов, Злата Григорьева, Вадим Егоров, Эвелина Чернова, Сергей Теллин, Юлия Краснова. 300 метра ишессипе абсолютлă первенство чемпионĕсене палăртнă. Вĕсем – Сергей Теллинпа Эвелина Чернова. Пултаруллисене пурне те медальсемпе тата дипломсемпе палăртнă.

Маттур, Алексей!

Шупашкарта иртнĕ пауэрлифтинг чемпионатĕнче Аслă Елчĕкри Алексей Мешков виççĕмĕш хутчен республика чемпионĕ пулса тăнă.

Апла кăна та мар. 66 килограма çитичченхи виçере виçĕ енлĕ кĕрешÿре пĕтĕмпе 425 килограмм пуçтарса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă вăл. Маттур!

Елчĕкри почтамтра операторта ĕçлекен атлетăн мастер нормативне парăнтарма ăсталăх та, хавхалану та пур. Çирĕп ăнтăлу çеç пултăр.

Фомкинсем – çĕнтерÿçĕсем

Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ олимп резервĕсен шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче çуран чупакансем вăй виçнĕ.

2009 тата 2010 çулсенче çуралнă ачасем республикăри 12 районтан, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пуçтарăннă. Йышлă ушкăнра пирĕн ентешсем те çухалса кайман. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен пĕр тăвансем – Семенпа Роман Фомкинсем 60 тата 300 метра чупассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code