Июлĕн 1-мĕшĕ — тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăннă ветерансене асăнмалли кун.
Ăна официаллă майпа палăртман пулсан та, ун пирки Раççейре тата ытти çĕршывра пурăнакансем пĕлеççĕ, çак кун хĕрỹ точкăсенче пулнисем пĕрле пухăнса вилнĕ юлташĕсене асăнаççĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăннă ветерансен ушкăнĕ округ центрĕнчи Тĕп лапама пуçтарăнчĕ, палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕ.
Ветерансене хăйĕн тата Елчĕк округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн ячĕпе округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев саламларĕ, ветерансем Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн, мирлĕ тỹпешĕн çапăçни халăх асĕнче ырăпа упраннине, ĕнерхи салтаксем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Афганистан, Чечен вăрçисен, ытти хĕрỹ вырăнсенче çапăçнă ветерансен тĕслĕхĕпе ỹссе çитĕннĕ çамрăксем хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцийĕнче неонацистсене хирĕç кĕрешеççĕ.
Елчĕк округĕн благочиннăйĕ Василий атте уява хутшăннисене пиллерĕ, вăрçăра тата унтан килсен пурнăçран уйрăлнă салтаксене асăнса кĕлĕ ирттерчĕ.
Культура ĕçченĕсем мероприятие патриотла тематикăлла юрăсемпе илем кỹчĕç.
Çак куна паллă тăвасси йăлана кĕнĕ май малашлăхра Тĕп лапамра иртекен асăну мероприятине тĕрлĕ хирĕç тăрура пулнă салтаксем тата та анлăн хутшăнасса шанас килет.
Е.ПЕТРОВА.

