Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн чăвашсен клубĕнче

Чăн чăвашсен клубĕнче

«Тăван чĕлхе — халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе — халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», — тенĕ хамăр ентеш Г.Н.Волков академик. Çак сăмахсем манăн чуна кĕрсе вырнаçнă. Тăван чĕлхене пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклакан çын çеç ăнланать çак сăмахсене. Кашни халăх тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр нумай ĕмĕрсем тăршшĕ хăйĕн чĕлхине упраса хăварас тесе тăрăшнă. Пирĕн чĕлхере сăмахлăх, юрă-ташă, тĕрĕ, йăла-йĕрке упранса юлнă. Шел пулин те, çакна хăшĕ-пĕри ăнланасшăн мар. Хуларисем кăна мар, ялта пурăнакансем те ачисене вырăсла кăна вĕрентесшĕн, тăван чĕлхе кирлĕ мар тесе шутлаççĕ. Мĕн пытармалли, аслисем те калаçура час-часах вырăсла пуплеççĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçни чи малтанах çемьери хутшăнусенчен килет. Ача килте хăш чĕлхепе калаçнине курса аслисем пек пулма вĕренет. Пепке кăшт ăнкара пуçласанах аслашшĕ-асламăшĕпе чăвашла пуплетĕр, йăла-йĕркепе, сăвă-юрăпа паллаштăр. Чăваш чĕлхи янăравлă та илемлĕ иккенне вăл мĕн пĕчĕкренех курса, туйса ỹстĕр.

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Чăн чăваш» клубĕнчи тĕл пулăва хутшăнма тỹр килчĕ. Çак клуба Виктор Чугаров ертсе пырать. Вăл хулара çуралса ỹснĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăннă. Аса илтеретĕп, вăл Германире, Францире пурăнакан чăвашсем çинчен «Чăваш чĕлхи» кино та ỹкернĕ. Кăçал вара Виктор тăрăшнипе Шупашкарта «Чăн чăваш» чăвашла калаçакансен клубне йĕркеленĕ. Çак ушкăна çỹрекенсем кашни тунтикун каçхине 18 сехетре пуçтарăнаççĕ. Унта хулара çуралса ỹснĕ е тĕрлĕ хуласенче пурăннă çамрăксем, чăвашла вĕренес кăмăллă çынсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсен йышĕнче шкул ачисем те, студентсем те, ĕçлекенсем те… йышлă. Ушкăнрисен пурин те пĕр тĕллев: чăваш чĕлхине вĕренесси, унпа ирĕклĕн калаçасси, чĕлхен историне тĕпчесе пĕлесси. Çавăн пекех «Чăн чăваш» ушкăнри çынсен пурин те хушма ячĕсем пур: Чалтăр, Айпике, Сантăр тата ыттисем те. Клубăн ялавĕ, гербĕ, девизĕ те пур. Хальхи вăхăтра гимн çырассипе тимлеççĕ. Кунта поэтсемпе, артистсемпе, юрăçсемпе, вĕрентекенсемпе… тĕрлĕ енлĕ тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Мана ушкăнра çамрăксем ытларах пулни хавхалантарчĕ. Эпĕ вĕсенчен мĕншĕн çак клуба çỹрени пирки ыйтса пĕлтĕм. Çамрăксен пĕр хурав пулчĕ: «Чăваш чĕлхине вĕренесси тата историне тĕпчесе пĕлесси».

Тĕл пулура республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем «Ăсталăх лаççи» урлă чăвашла калаçма вĕрентрĕмĕр. Чăваш чĕлхине вĕренес текенсен куçĕсенче çунса тăракан хĕлхем пурри савăнтарчĕ. Пĕринче вĕсем хăйсемпе тĕл пулма чăваш эстрада юрăçне Типшĕм Сашука чĕннĕ. Вăл çамрăксене çапла калани асра юлнă: «Чăн чăвашла калаçсан — чĕлхе пĕтмест». Çавăнтан чăваш чунлă çамрăксем хăйсен клубне «Чăн чăваш» тесе ят панă. Девизĕ вара — «Чăн чăваш — хитре юлташ».

Чăн чăвашсем республикăри паллă вырăнсене çитсе кураççĕ, районсене тухса паллă çынсемпе паллашаççĕ. Çакăн пек чăваш чĕлхине тăрăшса вĕренсен, хисеплесен, йăла-йĕркене упраса хăварсан пирĕн чĕлхе пĕтмест-ха. Петĕр Хусанкай калашле: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». Юратар тăван чĕлхене кашнийĕшĕ, упрар ăна.

А.ПОРТНОВА.
Кушкă шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code