Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аса илмелли нумай…

Аса илмелли нумай…

Иртнĕ ырă вăхăтри, çĕршывĕпе чапа тухнă Ленин орденлă «Победа» колхозăн 9-мĕш комплекслă бригадинче трактор бригадин бригадирĕ пулнă, механизациленĕ звенона ертсе пынă Илья Петрович Ефремовăн куçĕ умне кун-çул уттин тапхăрĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса тăраççĕ…

Пурнăç урапи ытла хăвăрт чупать. Çул хыççăн çул иртнине сиссе юлма та çук. Республикăра анчах мар, çĕршывĕпех ырă ятпа палăрнă колхозра вăй хунă ĕç ветеранĕн вара каласа кăтартмалли, аса илмелли, пушшех, сахал мар.

1960 çулта «Победăпа» «Комбайн», «Марс», М.Горький ячĕллĕ колхозсем пĕрлешсе пысăк хуçалăх йĕркеленĕ. 10 яла (Аслă Пăла Тимеш, Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Исемпел, Кушкă, Сăрьел, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Энтепе) пĕрлештерсе тăнă вăл, пурĕ 9200 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курнă. Çак ялсенчи çынсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннă, çавна пулах вĕсен ĕçĕсем те ăнса пынă. 1942 çултан пуçласа 1964 çулччен колхоза Василий Зайцев ертсе пынă. Çак тапхăр истори страницинче те «Победа» колхозшăн ỹсĕм, аталану тапхăрĕ пулнипе çырăнса юлнă. В.Зайцев ĕçне патшалăх тивĕçлипе хакланă. Вăл Ленин (4 хутчен), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрьти революци (2 хутчен) орденĕсене, нумай медальсене тивĕçнĕ. Вăл 16 çул хушши СССР Верховнăй Советĕнче депутат тивĕçĕсене пурнăçланă. Совет Союзĕпе чапа тухнă колхоз 8 Социализмла Ĕç Геройĕпе, 26 Ленин орденлĕ колхозниксемпе пуянланнă. Ят-сум — ĕмĕрлĕхе-çке. Çакна кура ял çамрăкĕсен хальхи вăхăтра камран тĕслĕх илмелли, камран вĕренмелли çителĕклех! Ял хуçалăх производствин ĕç паттăрĕсен сăнарĕсем вут-хĕм çутатнă та ĕнтĕ ăруран-ăрăва куçса пыракансен чун-чĕринче.

Кивĕ Арланкасси ялĕнче те ĕçпе ырă ята тивĕçнисем сахаллăн мар. Вĕсен шутĕнче Илья Ефремовпа унпа юнашар ĕçленĕ тус-юлташĕсем.

Пурнăç вăл — кĕрешỹ, умра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтермелле. Ĕçе юратман, кахал çын сăн-сăпачĕпе темле хитре пулсан та чăн-чăн çын шутне кĕреес çук. Çын илемĕ, ăсĕпе кăмăлĕ ĕçре палăрать. Ĕç — пурнăç тĕрекĕ. Вăл ĕмĕте çĕклет, ырă туйăмсем вăратать. Телей тупасси те ытларах чухне çынран хăйĕнчен килет. Апла пулсан, тăрăшса вĕренмелле, ĕçлемелле, кĕрешмелле, пурнăç уттинчен юлмалла мар, — тесе палăртать Илья Петрович.

Асăм саманчĕсем, утса тухнă кун-çул яланах ветеран куçĕ умĕнче. Хисеплет, юратать вăл çуралнă ялне. Ял урамĕпе иртнĕ чухне кашни çурт кантăкĕ хăйне саламланăн туйăнать ăна. Ялти шкул умĕпе те нихăçан та пăлханмасăр иртмест вăл. Кунта Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕпе çĕклесе лартнă палăк. Ун çине 45 паттăр ятне çырса хунă, вĕсенчен 6-шĕ Илья Ефремов несĕлĕнчен. Палăк йĕри-тавра туя йывăççисем ешереççĕ. Вĕсем ĕмĕрхи симĕс тумĕпе палăка чĕрĕ сăн кĕртеççĕ

Çăмăл пулман И.Ефремовăн ачалăхĕ. Илюш тесе чĕннĕ ăна амăшĕ Хиония Семеновна. Тыл ĕçченĕ вăрçă вăхăтĕнче хăй те чылай хура-шур курнă. Колхозра çĕрне-кунне пĕлмесĕр Çĕнтерĕве туптанă: тыр-пул акнă, вырнă. Ĕçре ялти ватти-вĕттине хавхалантарнă, ырă тĕслĕх кăтартнă. Çурлапа тырă вырнă. Нормăпа палăртнă 200-300 кĕлте вырăнне талăкра 400-500 кĕлтелĕх вырнă вăл. Çĕр çине пĕр пучах та тăкăнса ан юлтăр тесе тăрăшнă. Пухса илнĕ тыр-пула Оборона фондне ăсатнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă.

Çăмăл пулман И.Ефремовăн ачалăхĕ — пурнăç ăна ачашламан. Çурма тăлăххăн, ашшĕсĕр ỹснĕскер, çăкăр чĕллин хакне мĕн пĕчĕкрен лайăх ăнланнă. Амăшĕ вĕрентсе каланă сăмахсене яланах ăша хывнă. Вăл ăна ялан:

Çын пулас тесен ĕçле, тăрăш, ывăлăм. Ĕмĕтленнĕ телей ĕçленинчен килет, — тенĕ. Çакна лайăх тавçăрса ỹснĕ Илюш. Пурнăç тути-масине вăл тăван ялта, унăн уй-хирĕнче вĕренсе, ĕçлесе туптанă. Çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ, 15 çул тултарсан Тутарстанри Пăва хулинчи ял хуçалăх производствипе техника училищине çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан тракторист правине алла илнĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăк тăван яла таврăннă, автослесарь ĕçне кỹлĕннĕ. Часах ăна ДТ-54 трактор шанса панă. Ун çинче вăл суха ĕçĕсене пурнăçланă, хĕллехи вăхăтра Шăмăршă, Улатăр вăрманĕсенчен йывăç турттарнă.

1971 çулта 19 çул тултарнă И.Ефремова Тинĕс Çар флотне службăна илнĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă вăл, командованирен нумай хутчен тав сăмахĕ илтнĕ. 1973 çулта тăван яла таврăннă, малтан та тăван колхозра вăй хунăскере, пĕрле ĕçлекенсем ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Илюш, атя пĕрле ĕçлер, — тесе сĕннĕ матрос тумне пăрахма ĕлкĕреймен юлташне Олег Миронов тракторист. Вăл пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ.

Малтанласа Илья комбайнер пулăшуçи, тракторист пулса тăрăшнă. Колхозра бригадăпа бригада, звенопа звено хушшинче обществăлла смотр ирттересси йăлара пулнă. 9-мĕш комплекслă бригада вара çак ăмăртура пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарнипе палăрнă. Пĕр харăс 5 çул, «Победа» колхоз саланичченех, куçса çỹрекен вымпела Илья Ефремовпа унăн ĕçри юлташĕсем — Олег Миронов, Валерий Костин, Анатолий Клементьев, Анатолий Воронцов хăйсен аллинчен вĕçертмен. Вĕсем «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

И.Ефремов пултаруллă çĕр ĕçченĕ анчах мар, вăл — шанчăклă çемье тĕрекĕ, юратнă та хисеплĕ мăшăр. Вĕсем Полина Арсентьевнăпа çемье çавăрса ытарайми ывăлпа 4 хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сăмах май, Полина та нумай çул «Победа» колхозра выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлесе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех ял-йышра пысăк хисепре. Ефремовсем килти хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх, нумай хур-кăвакал усраççĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсен çурчĕ умĕнче тĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ.

Николай БОГДАНОВ,
Кивĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code