Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ»

«Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ»

Çак ятпа Федерацин Атăлçи округĕнче акци старт илнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă.

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн аппарачĕн пуçарăвĕпе пуçланнă марафонра регионсем «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрласа эстафетăна пĕр-пĕрин патне куçараççĕ. Ку юрра ăнсăртран суйласа илмен. Д.Тухманов композитор тата В.Харитонов поэт çак юрăра халăхăн паттăрлăхĕпе патриотла туйăмне туллин уçса пама пултарнă. Çавăн пекех уяв гимнĕ пулса тăнă юррăн кăçал юбилей – пуçласа ăна 45 çул каялла шăрантарнă.

Марафон февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Мордва Республикинче пуçланнă. «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра Саранскри тата районсенчи пултарулăх коллективĕсем, артистсем, волонтерсем тата ыттисем юрланă. Атăлçи округĕнчи республикăсемпе облаçсенчи хастарсен юррисене вырăнти телеканалсемпе майăн 8-мĕшĕнче итлеме пулать. Çĕнтерÿ кунĕнче марафона хутшăннă пур коллектив та çак юрра шăрантарĕ. Юрăсене соцсетьсенче, ютубра тĕрлĕ ятпа хатĕрленĕ хэштегсенче тупма пулать. Радиостанцисем радиоверсипе паллаштараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code