Понедельник, 16 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмăлпа пуçарулăх пулсан…

Кăмăлпа пуçарулăх пулсан…

«Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи январь-май уйăхĕсенче республикăри никĕс шкулсенче «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» проект ĕçлет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Кадрсем» — Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе хута янă наци проекчĕ. Пуçласа вăл кун пирки 2024 çулта Федераци Пухăвне янă Çырура пĕлтерчĕ. Президент Çырура çамрăк специалистсене промышленность, ăслăлăх тата ытти сфера валли хатĕрлеме тĕллев лартнă, çак ĕçе демографи ỹсĕмне шута илсе пурнăçлама сĕнчĕ. 2030 çул тĕлне çĕршывра 20 çултан пуçласа 24 çулчченхи 8,3 млн çын пулмалла. 2035 çул тĕлне — 9,7 млн. Кадрсем çитменни уйрăмах промышленноçра сисĕнет. Йывăрлăха вăхăтра татса парас тесен вăтам, аслă тата професси пĕлĕвĕ парассине тивĕçлĕн йĕркелемелле, çавăн пекех ку ĕçе паянхи вăхăтри экономика ыйтнине тивĕçтерсе пурнăçламалла».

8-10-мĕш классенче вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе йĕркелекен ĕçлĕ семинарсем Чăваш Енри агропромышленность комплексĕнче квалификациллĕ кадрсем çитменнине татса пама пулăшма кирлĕ. Çавăн пекех пуçаруллă çамрăксем ял условийĕсенче хăйсен услам ĕçне йĕркелессине те тишкереççĕ. Ку тĕлĕшпе предпринимательлĕхре ăнăçлă аталанса пыракансем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарни вырăнлă.

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта йĕркеленĕ семинар та уçă калаçура, «ыйту-хурав» формата тĕпе хурса иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн ăс-хакăл пахалăхĕсене упрас тата çирĕплетес енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕ Олег Волков профессор ертсе пычĕ, унăн ĕçне округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Олег Волков вĕренекенсем патне çитернĕ информацирен çакна палăртма пулать: Чăваш Енри халăхăн 35 проценчĕ ялсенче пурăнать, анчах бизнесăн 90 проценчĕ хуласемпе çыхăннă. Çамрăксем, 2024 çулта услам ĕçне йĕркеленисем, 46 процент. Çак категорири предпринимательсен шучĕ пĕтĕмпе 10 пине яхăн, креативлă индустри секторĕнче тăрăшакансем — 750-н.

Яллă вырăнта хăвăн бизнесна уçма çăмăлтарах та, меллĕрех те. Кунта — хăвăн çурт тата çĕр лаптăкĕ, арендăшăн тỹлеме кирлĕ мар. Ашшĕ-амăшĕ те ипотекăна çемье бизнесне хывма пултарать, хулари пек конкуренци хăратмасть, чăваш ялĕсенче ниме йĕрки те манăçман-ха.

Çакна Канаш округĕнчи Маяк ялĕнчи Марина Алексеева çамрăк предприниматель тĕслĕхĕпе çирĕплетĕпĕр. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ пикен ашшĕ-амăшĕ фермер ĕçĕпе тимлет. Вăл та вĕсен йышĕнчех тăрăшма пултарнă, çапах та ăна уйрăммăн аталанасси, хăйĕн ĕçне йĕркелесси илĕртнĕ — чечексем çитĕнтерсе сутасси. Анчах амăшĕ ăна хирĕçленĕ. «Ялта сан чечекỹ кама кирлĕ?» — тенĕ вăл. Хăйĕн шухăшĕ çине çирĕп тăма хăнăхнă хĕр каялла чакман. Майĕпен вăй илсе пынă «Цвети, Чувашия» фирмăна халĕ ĕнтĕ республика тулашĕнче те пĕлмеççĕ мар. Марина Александровна тĕрлĕ тĕслĕ чечексене Мускав облаçĕнчи Раменское районне тата ытти тăрăха та ăсатать. Амăшĕ вара хăйĕн сăмахĕсене «каялла илнĕ» иккен.

Тĕл пулăва хутшăннă тепĕр представитель — Николай Кузьмин çĕршывăн тĕп хулине парăнтарма тĕв тытнă, çапах та Мускавра нумай тытăнса тăрайман.

— Унта хама ют çын пек туяттăм, — шухăш-кăмăлне уçрĕ Николай Викентьевич. — Шупашкара каялла таврăнтăм. Кунта ирĕклĕ, сывлăшĕ те урăхларах пек. Тăвансемпе тус-юлташсем те юнашар. Ĕçлĕ пуçарусене пикенме те шанчăклă — çыхăнусем татăлман-ха. Çамрăк хальхи вăхăтра «Республикăри бизнес-инкубатор» автономи учрежденийĕнче специалист пулса тăрăшать.

«Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» сăмахсен пĕлтерĕшне ентешсем хушшинче те тỹрре кăларакансем сахаллăн мар. Мероприятие вĕсенчен пиллĕкĕшĕ хутшăнчĕ те. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă, халĕ Елчĕкре пурăнакан Денис Портнов — биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Тăватă ача ашшĕ воспитани ыйтăвне пĕрремĕш вырăна кăларнисĕр пуçне, спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнма та, харăсах тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме те ĕлкĕрет: вăл — «Труд» ЯХПКри зоотехник, Шупашкарти «Натуральные продукты» ОООри тĕп ветеринари тухтăрĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» предприятин консультанчĕ. Предпринимательлĕхри ĕçĕ-хĕлĕ вара ăратлă мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетессипе çыхăннă. Куратпăр: Денис Владимирович чăннипех ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулса тухнă. Ăста специалиста асăрхаççĕ çав.

Пирĕн тăрăхра специализациленĕ «Ритуал» предприятине педагогикăра нумай çул ĕçленĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Леонид Григорьев пуçарнă тата ăнăçлă ертсе пынă. Халĕ «эстафета» ывăлне — Григорие — куçнă. Вăл, ашшĕ пекех, пулăшăвăн çĕнĕ мелĕсене ĕçе кĕртсе пырассипе те вăй хурать.

Антонина Григорьева («Клеопатра» илем салонĕ), Оксана Максимова («Комильфо» кĕпе-тумтир лавкки) уйрăм пайтаçăсем бизнесри пĕрремĕш утăмсене епле пуçлани çинчен чарăнса тăчĕç.

— Çĕнни яланах иккĕлентерет те, хăратать те, — халĕ вĕсен сăмахĕсенче хăюлăх, шанчăклăх палăрать. — Хăрама кирлĕ мар, хăвăн йăнăшусем çинче вĕренни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чи кирли — пуçарнă ĕç сан кăмăлна кайтăр.

Елчĕкри Андрей Воробьева округра юрист пулнипе ытларах пĕлеççĕ. 2020 çулта вĕсем Сергей Федоров ертỹçĕпе пĕрле «Экопродукт» ял хуçалăх кооперативĕ йĕркеленĕ. Унта çулсерен 2000 тонна крахмал туса кăлараççĕ. Паха продукци нефть кăларакан регионсенче питех те кирлĕ…

Кăмăлпа ăнтăлу çумне пуçарулăхпа тăрăшулăха хушсан палăртни патне çул уçма пулатех.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code