Шăмалак ялĕнчи 90 çулхи ĕç ветеранĕн — Лиза Деомидовна Казначееван пурнăçĕ çăмăл пулман, анчах пурпĕрех пуçне усман вăл.

Лиза 7 класс пĕтерсенех çав çулсенче Шăмалак ялне пĕрлештерсе тăнă «2-я пятилетка» колхозри фермăна пĕрремĕш хут ура ярса пуснă. Кунта вăл чăх-чĕп, сурăх пăхнă. Ун хыççăн «Слава» колхозра пĕр улшăнмасăр 40 çул ытла дояркăра вăй хунă. Хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани, унтан та ытларах, выльăх-чĕрлĕх чĕлхине ăнланни ăна сĕт туса илессинче пысăк кăтартусене çывхартма пулăшнă. Ялан малти ретри — чи нумай сĕт сăвакан Лиза Деомидовна Казначеева ячĕпе парти райкомĕн (халĕ округ администрацийĕ) çурчĕ умĕнче çав çулсенче миçе хутчен Хисеп çăлтăрĕ çутман пулĕ! Хальхи пекех ун чухне те тăрăшуллă ĕçченсен сăн ỹкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарасси йăлара пулнă. «Слава» колхозри малта пыракан доярка ячĕ унта та ылтăн саспаллисемпе çырăннă. Ахальтен мар унăн пархатарлă ĕçне патшалăх енчен те тивĕçлипе хакланă. Ăна «Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Унăн «Ĕçре палăрнăшăн» медаль, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамоти те пур.
Ĕмĕрĕ тăршшĕпе ĕçпе пиçĕхнĕ Лиза Деомидовна хĕрарăм пуçăн никĕсрен пуçласа икĕ çурт лартнă. Йывăç лартнă, çĕршыва юрăхлă икĕ ывăл çитĕнтернĕ.
Лиза аппаран: «Нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ мĕнре?» — тесе ыйтакана вăл ялан пĕр хурав парать:
— Тăтăшах хусканура пулни, ырă кăмăлпа чун тасалăхĕ — манăн вăрăм ĕмĕрĕн тĕп вăрттăнлăхĕ.
Чăннипех те çапла, Лиза аппа хăй çулĕсене кура мар, халĕ те ятуллă кĕлеткеллĕ, вашават, сăн-сăпачĕпе маттур. Ăс-тăнĕ çирĕп, пурне те пĕлме тăрăшаканскер. Олег ывăлĕ каланă тăрăх, 90 çулхи ватă аллине патак тытса курман, хаçата та куçлăхсăр вулать. Округ хаçачĕ — «Елчĕк ен» унăн юратнă хаçачĕ пулнине те пĕлтĕмĕр. Ирхине ыйхăран вăрансанах шăм-шакне çемçетмелĕх тĕрлĕ хусканусем тума ỹркенсе тăмасть. Тата: хăйĕн икĕ ывăлне пĕччен ỹстернисĕр пуçне Петя тетĕшĕн хĕрĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшни те Лиза аппа тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, тасаран таса чунлă хĕрарăм пулнине уççăнах çирĕплетсе парать-çке.
…Çỹлти Туррăмăр çак ырă çынна ватлăхĕнче хăйне те пархатарлă кун-çул парнеленĕ. Пурнăçри чи çывăх çыннисем — ывăлĕсемпе кинĕсем, 4 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукĕ çирĕп сывлăхпа, ырлăхпа-пурлăхпа пурăннине курса савăнни вара ватăшăн чи пысăк телей. Пĕр ывăлĕ — Николай çемйипе Санкт-Петербург хулинче пурăнать. Апла пулин те амăшĕн сывлăхĕпе тăтăшах кăсăкланса тăрать. Ялта пĕрле пурăнакан Олег ывăлĕпе Людмила кинĕ пирки вара каламалли те çук, амăшне çав тери хисеплеççĕ, сума сăваççĕ вĕсем. «Свобода» хуçалăхра нумай çул ферма заведующийĕ, зоотехник пулса ĕçленĕ, хальхи вăхăтра Мускаври пĕр фирмăра вăй хуракан ывăлĕ, кинĕ те (вăл Яманчỹрел карьерĕнче тĕп бухгалтер пулса вăй хурать) чăн-чăн çурт çыннисем пулнине курса тăракан Лиза аппа хăй хыççăн та тăван кил çирĕп алăсенче пуласса чун-чĕрипе шанса тăрать. Пĕр килте ỹснĕ мăнукĕсем — Дениспа Олеся та асламăшне пит юратаççĕ. Ỹссе çитĕнсе тăван йăваран вĕçсе кайнă пулин те асламăшне, ашшĕпе амăшне курма яла час-часах килсе çỹреççĕ. Ватă çынна, пушшех, нумай кирлĕ-и, савăнма: мăнукĕсем — Олеся Шупашкарти больницăра онколог тухтăр, Денис, Санкт Петербург хулинче çарпа космос академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Плесецкри космодромра служба тивĕçĕсене пурнăçланипе, урăхла каласан, вĕсем çĕршыва кирлĕ çынсем пулса çитĕннипе савăнать…
Светлана АРХИПОВА.

