
Тахçан, пĕр 400 çула яхăн каялла, Тĕмер ялĕн çыннисем хăйсен пирвайхи çурчĕсене Çирĕклĕ шывĕн икĕ хĕррипе лартма тăрăшнă. Ара, çывăхра çырма пулни выльăх-чĕрлĕхе шăварса тăма, пахча çимĕçпе улма-çырлана шыв сапса çитĕнтерме меллĕ пулнă. 1846 çулта çуралнă Михей Андреев йăхĕнчи аслă ăрури çынсем, каярахпа çуралнă ывăлĕсемпе мăнукĕсем хальхи Матросов тăкăрлăкĕнчи тĕп çуртри кил вучахне сỹнтермен. Тепĕр пулăмпа та палăрса тăраççĕ çак йăхри çынсем — арçынсенчен хăшĕ-пĕри патша император çарĕнче, Хĕрлĕ Çарта, пурте тенĕ пекех Совет Çарĕнче службăра тăнă, тĕнче вăрçисене хутшăннă. Акă, Михей Андреевăн ывăлĕн — 1875 çулта çуралнă Иван Михеевăн (Жуковăн) пилĕк ывăлĕ — Африкан (Акруш), Аркадий, Петр, Антон, Василий 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Виççĕшĕ — Акруш, Антон, Василий тискер вăрçă хирне выртса юлнă. Аркадипе Петр аманса таврăннă. Акрушăн 8 ывăлĕпе хĕрĕ çурма тăлăха юлнă. Жуковсен вăрçă хыççăн çитĕннĕ ывăлĕсемпе мăнукĕсем пурте тенĕ пекех çĕршыв умĕнчи çар тивĕçне пурнăçланă. Паянхи кун Михей ратнинчи арçынсемпе хĕрарăмсем ялта, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ.
Амăшĕ ăна «колхоз ачи» тенĕ
— Сана «колхоз ачи» тесе каланине илтнĕ ялта, мĕншĕн çапла каланă-ха? — ыйтатăп ĕмĕрне пĕрлешỹллĕ хуçалăхра ĕçленĕ Валерий Петрович Жуковран, Михей Андреевăн тăваттăмĕш сыпăкри мăнукĕнчен.
— Анне, Софья Александровна, мана уйра тырă вырнă вăхăтра, 1950 çулхи августăн 5-мĕшĕнче çуратнă. Ун чухне ял хĕрарăмĕсем ача çуратмалли кун çитичченех ытти хĕрарăмсемпе тан уйра ĕçленĕ. Мана кỹме урапи çине хурса аннă тет яла. Çитĕнсен, тракторпа ĕçлеме пуçласан, ака-суха вăхăтĕнче часах пушанайман, тепĕр чухне талăкĕпех хиртен анман. Пĕринче, кĕтỹ хăвалама тухнă хĕрарăмсем умĕнче анне: «Пирĕн «колхоз ачи» ĕнертенпе хиртен анман», — тесе каланă пулать.
Ял ачисем вăл çулсенче техника çумне час çыпçăннă. Чылай чухне тăванĕсем, çывăх çыннисем хăйсен хỹттине илсе трактор-машинăпа ĕçлеме, ăна юсама хăнăхтарнă.
— 6-мĕш класс пĕтерсен хĕресне атте, ялти пек каласан Качака Микулайĕ — Василий Козлов, хăйĕн тракторĕ çине плугаре илчĕ. Хальхи çамрăксем плугарь мĕн ĕçленине пĕлмеççĕ те пулĕ. Сухаланă вăхăтра ана çине кĕнĕ трактор плугне алăпа антаракана, ана çинчен тухса çаврăннă чухне плуга çĕклекене çапла каланă. Вăлах плуг çумне капланнă çум курăка тасатса тăнă, тракториста техникăна топливăпа заправка тума, юсама пулăшнă. Плугарьсем пурте тракторпа хăйсем тĕллĕн суха тума вĕренсе çитнĕ, тракторист вырăнне ларса ĕçленĕ. Пирĕн вăхăтрах трактористсем кабинăран тухмасăрах плуга тимĕр пралукпа çĕклеме, антарма тытăнчĕç. Унтан плуга, кăкарса ĕçлемелли ытти хатĕрсене трактор кабининчи кнопкăна пусса ĕçлеттерме тытăнчĕç. Çавăн чухне çеç трактор çинче плугарь кирлĕ пулма пăрахрĕ. Ун вырăнне пĕр тракторпа иккĕн сменăпа ĕçлеме пуçларĕç. Техника аталанса пынă вăхăтра трактор çинче плугарь маларахах кирлĕ пулман ахăр, анчах çамрăк çын техникăна, ĕçе хăнăхтăр, çемьене те кăштах усă кỹтĕр тесе шутланă пулĕ çỹлтисем.
Шкул хыççăн Валерий техника профессийĕн училищине электрика вĕренме кайса кĕнĕ. Ун чухне ялсене электричество кĕртме, чылай йывăр ĕçе унпа усă курса пурнăçлама тытăннă. Занятисем пĕтсен, каçхине, тракторист-машинистсем хатĕрлекен курса çỹренĕ. Çапла майпа икĕ специальность алла илнĕ. Виççĕмĕш, тăваттăмĕш специальность та пур унăн.
19 çулпа пыракан çамрăка çара илеççĕ. Шăпа ăна строительство батальонне илсе çитерет. Кунта çỹллĕ объектсем тăвакан строительство кранĕн крановщикне вĕренет, унпа ĕçлет. Яваплă професси. Ĕç укçи те ытти строительсенчен пысăкрах. Пĕр сăмахпа каласан, хулара ĕçлесе пурăнмалли лайăх професси. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче те чăваш ялĕсенче ватăлса пыракан ашшĕ-амăшне пăхмалли, кил-çурт ăшшине упрамалли авалтан пыракан йăла-йĕркепе тивĕçе çемьери кĕçĕн ывăлĕсем çирĕп тытса пынă. Çартан килнĕ çамрăк пирваях Елчĕкри линипе техника цехне ĕçе вырнаçать, икĕ çул Виталий Ивановпа район центрĕнче радио çыхăнăвне йĕркелесе пырать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе ертỹçĕсем те кăмăллă пулнă. Çав вăхăтра «Знамя» колхоз правленийĕ ялта электриксем питĕ кирлине пĕлтерет, тăван тăрăха таврăнма ỹкĕте кĕртет. 1974 çулта Валерий Петрович колхозăн тĕп электрикне ĕçе вырнаçать, электричествăпа ĕçлекен двигательсем нумай вырнаçтарать, пăхса тăрать. Пĕр вăхăтрах колхозниксен килĕсене баллонпа ĕçлекен газ плитисем кỹрсе килсе лартма хутшăнать.
1978 çулта Валерий Жуков пурнăçĕнче тепĕр пысăк улшăну пулса иртет. Пĕрлешсе пысăкланнă «Знамя» колхоз правленийĕ ăна хальтерех çеç кỹрсе килнĕ Т-150 трактор шанса парать. Çĕнĕ техникăпа пилĕк корпуслă плуг кăкарса суха тунă, икĕ культиватор кăкарса ĕçленĕ.
— Трактор вăйлă туртать, ĕç тухăçлăхĕ, гусеницăллă тракторпа танлаштарсан, самаях пысăк. Ĕç ăнса пынăран ĕçлес килсе тăратчĕ, — аса илет иртнине Валерий Петрович. — Евгений Козловпа пĕрле ĕçлесе колхоз уй-хирĕнче сухаланă, культиваци тунă, выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне траншейăри симĕс массăна пусăрăнтарнă, колхоз валли вăрман, ытти грузсем, ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе çĕр кăмрăкĕ, вутă нумай турттарнă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Кĕскен каласан, çулла та, хĕлле те пушă ларман. 32 çул çак тракторпа ĕçленĕ.
Ачашласа ỹстермен
Совет саманинче учительсен, ертсе пыракан органсенче ĕçлекенсен ачисем ыттисенчен урăхларах, ачашрах, колхоз ĕçне ытлашши хутшăнмасăр ỹснине чылайăшĕ асăрханă ĕнтĕ. Галина Михайловнан ашшĕ — Михаил Павлович Уткин, 7 ялтан тăнă «Звезда» колхозăн Тĕмерти иккĕмĕш комплекслă бригада бригадирĕнче, 1966-1974 çулсенче ялти «Знамя» колхоз председателĕнче ĕçленĕскер, ачисене пĕртте ачашласа ỹстермен. Вĕсем ыттисем пекех колхозниксене уйăрса панă чĕкĕнтĕр, сухан лаптăкĕсене çум курăксенчен тасатнă, колхоз пахчинче, улма-çырла садĕнче пилĕк авнă. 8 класс пĕтернĕ тĕле Галя тытса тума пĕлмен ĕç пулман. Çав çул тантăшĕсем Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме кайма шутланă, хăйсемпе пĕрле ăна та чĕннĕ. Çапла майпа 5 хĕр комбинат çумĕнчи шкулта пир-авăр тĕртекен пулма çулталăк вĕреннĕ те хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçланă. Çав çулсенче комбинат сарăлса, аталанса пынă. Ĕçлекенсен йышĕ те çулсерен хутшăннă. Ĕç укçине самаях пысăк тỹленĕ-ха, анчах хваттерте пурăнма тивнĕ. Шупашкарта виçĕ çул пурăнса та хĕрсем хула пурнăçне хăнăхайман, чунĕсемпе ялаллах туртăннă. Виçĕ тантăш — Раиса Аверьянова, Галина Уткина, Зоя Козлова тăван яла таврăннă, Лидия Григорьевăпа Мария Герасимова унтах юлнă.
Ашшĕ сĕннипе Галина Патăрьелĕнчи ветеринарсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухса ялти ветеринари участокне ĕçе вырнаçнă. Тепĕр çул колхоза ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменатора ĕçлеме куçнă. Çакăнта 31 çул — пенсие кайичченех — тăрăшнă.
Галина Михайловна колхозра ĕçлесе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Совет саманинче хуçалăх йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă, уйрăм çынсем те килсерен ĕне усранă, çавăнпа техник-осеменаторăн пушă вăхăт пулманпа пĕрех. Тĕмерти 1-мĕш комплекслă бригада ĕнесенчен пăру илессипе икĕ хутчен — 1980, 1986 çулсенче районта мала тухнă. Галина Жукова 1-мĕш класлă ăста, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Унăн сăнне 1991 çулхи ĕç итогĕсемпе районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Мускаври Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнни яланлăхах асра юлнă. Пĕрремĕшĕнче кĕмĕл, иккĕмĕшĕнче пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Тăван яла хавхаланса, медальсемпе, хаклă парнесемпе таврăннă вăл.
Валерий Петровичпа Галина Михайловна Жуковсем 4 ывăлпа 1 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем тата мăнукĕсем пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ.

