Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саранчаран мĕн кĕтĕпĕр?

Саранчаран мĕн кĕтĕпĕр?

Вăхăт малаллах шăвать. Январь уйăхĕ ăшă килчĕ, пĕр эрне ытла çумăрлă кунсем тăчĕç, юр питĕ сахал çурĕ. Ăшă çанталăка пула вăл та куçран çухалчĕ. Сивĕрех кунсенче çĕр кăкăрĕ пăрпа витĕнчĕ, сухаланă вырăнсене сăрăпа ятарласа сăрланă тейĕн — йăран-йăран хуп-хура йĕрсем тăчĕç. Февраль уйăхĕнче анчах юр кăштах çурĕ.

Ỹсен-тăрансем, кĕркунне акса хăварнă культурăсем çуркуннене мĕнле кĕчĕç-ши? Çакă çĕр ĕçченне, уйрăмах агрономсене, шухăшлаттаратех. Кăçал çанталăк вĕçен кайăксемшĕн те апат тупма меллĕ пулчĕ. Ытти çулсенче шартлама сивве пула вĕсен шучĕ самай чакнине калатчĕç. Çут çанталăкăн хăйĕн саккун. Китайра пулса иртнĕ тĕслĕхе аса илтерес килет вулакана. 1957-1958 çулсенче «тырă нумай çиеççĕ» тесе çерçисен шутне чакарас кампани вăйра тăнă. Çапла вара ятарлă программăна пула 2 миллиарда яхăн тĕп тунă. Çут çанталăка хирĕç çапла ăнланмасăр тунă йăнăшсем пуçлăхсене ăнланма нумай вăхăт кĕттермен: хурт-кăпшанкă йышланнă май ỹсен-тăран вăй илеймен, выçлăх хуçаланма пуçланă. Мĕн тумалла? Ют патшалăхсенчен миллионшар доллар тỹлесе çерçисем туяннă.

Пĕлтĕр август уйăхĕнче картише саранча вĕçсе ансан тытма май килчĕ. Урапа пусса амантнăран ăшĕнчен тăватă хурт йăраланса тухрĕ. Вăрăм хăйсем. Олег Карсаков агронома чĕнсе килтĕм те, рулеткăпа тăршшĕне виçме шутларăмăр. Пĕри 30 сантиметрлă, тепри — 40! Кун пеккине нихăçан та курман эпир, питĕ тĕлĕнтĕмĕр…

Ку статьяна çырмастăм та пулĕ. Кăçал саранчасен тапăнăвĕ хăрушлăх кăларса тăратма пултарасси пирки информаци çине-çинех пулнипе çырас терĕм. Специалистсем вара вĕсем Тутарстан çĕрĕ çине вĕçсе килме пултарасси пирки прогноз тăваççĕ. Пирĕн те сыхă тăмаллах. Ку тĕлĕшпе вĕçен кайăксем те пулăшма пултарĕç.

Владимир ИЛЬИН, пенсионер.
Кавал ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code