Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бруцеллез

Бруцеллез

чирĕ выльăх-чĕрлĕхрен çынна та куçма пултарать.

Вăл организм тытăмне, органсене аркатать. Унăн микробне чи малтан 1886 çулта Англи ăсчахĕ Дэвид Брюс асăрханă. Каярахпа бактерие унăн ячĕпе бруцелла, чире бруцеллез тесе палăртнă.

Ку амак килти пур выльăха та, çавăн пекех чăх-чĕпе те ерме пултарать. Чире пуçараканĕ — бруцелл евĕрлĕ микроорганизмсен ушкăнĕ. Çынна чир ертекеннисем вара сурăхсемпе качакасем, мăйракаллă шултăра выльăхсем тата сыснасем пулса тăраççĕ.

Чире пуçараканĕ — пĕчĕк бактери. Вăл çынна апат-çимĕç, сĕт, сыр урлă куçма пултарать. Çут çанталăкра бруцелла чылай пурăнать: тăпрара 100 кунран пуçласа ытларах та, тусанра — 44, шывра — 6-150, тăварлă ашра 80-100 кун таран. Пĕчĕк температурăра вăл 160 кунран пуçласа ытларах та, 90-95 градус ăшăра 1 сехет пурăнать. Пĕçернĕ-вĕретнĕ чухне бруцелла вилет.

Чир паллисем çапларах пулаççĕ: ал-ура сыппи ыратать, ỹт-пỹ температури ỹсет, тарлаттарать, вăй-хал чакать. Çавăн пекех вăл чĕрене, сывлав, апат-çимĕç ирĕлтерекен, нерв тытăмĕсене, шăк çулне, лимфа тĕввисене, куçа, сулла сиен кỹме пултарать.

Çавăнпа та сĕте вĕретмесĕр ĕçме юрамасть — санитарипе гигиена йĕркине пăхăнмалла. Çак чиртен асăрханса сăвăнакан ĕнесенчен çулталăкра икĕ хутчен юн анализĕ илтермелле. Ĕнене бруцеллезран сыватма çук, чир палли тупăнсанах ăна пĕр тăхтаса тăмасăр аш-какай валли пусса тирпейлемелле.

Сăмах май çакна та аса илтеретпĕр: 2021 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа бруцеллез тĕлĕшпе çĕнĕ ветеринари йĕркисем вăя кĕнĕ. Ку чухне мăйракаллă шултăра выльăхсем икĕ çул таран та хăтăлаймаççĕ пулсан кĕтỹри пĕтĕм ĕнене аш-какая яраççĕ.

Виталий АФАНАСЬЕВ,
округри ветстанцин ертсе пыракан ветеринари тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code