Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ача шкула хатĕр-и?

Ача шкула хатĕр-и?

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ача садне 22 шăпăрлан çÿрет. Вĕсемпе куллен ĕçленĕрен вăхăт епле хăвăрт иртнине те сисместĕн. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа та пилĕк уйăх иртрĕ те. Мĕн калама пулать-ха ачасен ÿсĕмĕсем, улшăнăвĕ пирки; Хăйсен çулне кура вĕсем вăй-хал, психика тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанса пыраççĕ. Нумайăшĕ кунта юратса çÿреççĕ, çав хушăрах пĕр-ик ача «килес килмест» тенине илтме пулать. Çакăн сăлтавне пĕлме, вĕсемпе уйрăммăн калаçса лăплантарма, кăмăлне çавăрма, ĕçпе е вăйăпа интереслентерме тăрăшатпăр.

Ушкăнра миçе ача – çавăн чухлĕ характер. Кашниех хăйне евĕр талантлă. Çав пултарулăха курса пирĕн, воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕн, ăна малалла аталантарса пымалла, ачан сывлăхне сиен кÿмесĕр шкула тивĕçлĕ ăсатмалла.

Ача шкулта ăнăçлă вĕренесси çемьере тата ача садĕнче никĕсленет. Юлашки çулсенче требованисем палăрмаллах улшăнчĕç. Енчен те 7-10 çул каялла ачасене шкула вулама-çырма пĕлмесĕрех хаваспах йышăннă пулсан, паян ку питĕ пысăк çитменлĕх. Мĕншĕн тесен çĕнĕ программăсене алла илсе ĕлкĕрсе пыма çăмăл мар, çавăнпа та вулама, çырма, шутлама пĕлнине те, сас паллисемпе цифрăсене алла илнине те ырлаççĕ çеç.

Нумай ашшĕ-амăшне çак ыйту канăç памастех: ачана шкула кайма хăçан хатĕрлеме пуçламалла; Пĕрисем 3 çултан, теприсем шкула кайиччен пĕр çул маларах пуçласан та юрать теççĕ.

Хуравне те тÿрех палăртар: шкул çулĕчченхи ача пурнăçĕ пĕтĕмпех шкула хатĕрленессипе çыхăннă. Анчах та кунта ашшĕ-амăшĕн те, пирĕн те питĕ тимлĕ пулмалла, ачан ăс-тăнне ытлашши «япаласемпе» тултарса шкула каяс килнине пĕтермелле мар, шкулпа хăратмалла мар. «Шкула кайсан вĕренĕç-ха е вĕрентĕç-ха», – тени те вырăнлах мар.

Ача шкула кайма хатĕррине е хатĕр маррине епле хаклатпăр-ха; Пирваях унăн çулне шута илетпĕр. 6,5 çулта пулмалла вăл. Специалистсем палăртнă тăрăх, çак çула çитиччен ача психики те, вĕренес туртăмĕ те «пиçсех» çитеймест.

5 çула çитсен ачасене логопедсем, психологсем, неврологсем тĕрĕслемелле, сĕнÿсем памалла. Эппин, ачан вĕренес туртăм пулмалла, шкула хăй ирĕкĕпе каяс килтĕр, вĕренни кирлине ăнлантăр, интереслентĕр, çĕннине пĕлесшĕн тимлетĕр. Ку çулсенче тус-юлташĕсемпе тата аслисемпе çăмăллăнах хутшăнма, тĕрлĕ чăрмавсене татса пама пултартăр. Ача аллисем çинчи вĕтĕ мышцăсем аталанса çитмелле çав тапхăра, апла пулсан вăл кăранташ-ручкăпа, пластилинпа, хачăпа е ытти пĕчĕк хатĕрпе ĕçлеме хăнăхса çитмелле. Куçпа тавралăхра е кĕнекере курнине тетрадь çинче схема, эреш туса кăтартни те, точкăсене сыпăнтарса ?графика диктанчĕ тетпĕр/ фигура тума пултарни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Ăнăçлăхăн пысăк пайĕ шухăшлавран, тимлĕхрен килнине те манар мар. Ачан тимлĕхĕ ĕç çинче сахалтан та 15-20 минут таран пулмалла.

Шĕвĕрккесене шкула яма хатĕрлесси, пĕлÿ тĕнчипе илсе пырасси, пурнăç çулĕ çине кăларасси – аслисен тивĕçĕ. Пурте тачă çыхăнура тăрăшсан кăна ĕçĕн усси витĕмлĕ пулĕ.

Н.ЗАХАРОВА,
воспитатель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code