Чăвашсе пур çĕрте те пĕлеççĕ —
Тỹпери алтăр çăлтăр таран.
Елчĕксе те паян хисеплеççĕ,
Пирĕнпе Ардальон, Андриян…
Чăнах та, чăваш ячĕ тĕнчипех палăрнă. Тăван çĕрĕн пултаруллă та ĕçчен ывăл-хĕрĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе çỹле çĕклеççĕ те ăна. Вĕсенчен пĕри вăл — Каркалар ялĕнче çуралса ỹснĕ купăсçă-такмакçă, юрăçă, сăвăç, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Николай Краснов. Пурăннă пулсассăн кăçал 70 çул тултармаллаччĕ вăл. Николай Иванович çырнă «Мĕскер парнелем-ши?», «Калăр-ха, тăвансем», «Ырă кун, тăван сана», «Тỹпере çут çăлтăр» тата ыттисем те çынсен асĕнче халăх юррисем пулса çирĕпленчĕç. Вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи чăвашсем шăрантараççĕ паян.
Нумаях пулмасть Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче «Николай Краснова асăнса» регионсем хушшинчи конкурс иртрĕ. Пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм сцена ăстисем виçĕ номинацире («Н.Красновăн автор юрри», «Купăса тăсса ярсассăн» тата «Пурнăç çинчен шỹтлесе те чăнласа») тупăшрĕç. Кашни ушкăн янратнă ентешĕмĕрĕн юррисем куракансене питĕ килĕшрĕç, савăнтарчĕç, чунсене уçрĕç, шухăша та ячĕç.
Жюри пĕчĕк йышлă тата пысăк коллективсен пултарулăхне уйрăммăн хакларĕ, купăсçăсем те икĕ ỹсĕмре тупăшрĕç. Пĕрремĕш степеньлĕ дипломсене вара çаксем çĕнсе илчĕç: Тỹскелĕнчи «Шуçăм», Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх, Кĕçĕн Таяпари «Соловушки», Елчĕкри «Тарават» ушкăнсем, Патреккел халăх хорĕн ушкăнĕ, Лариса Казначеева (Вăрăмхăва), Вениамин Муллин (Кĕçĕн Таяпа), Валерий Архипов, Никита Дружинин (Елчĕк).
Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕн культорганизаторĕ Иван Шурбин Николай Ивановичпа питĕ килĕшỹре ĕçленĕ, пĕрлехи хайлавсем те пур вĕсен. Конкурсра Иван Анатольевич «Чавса çывăх — çыртма çук» юрра чуна витермелле çитерчĕ куракан патне, çавна май гран-при ăна тивĕçнинче никамра та иккĕленỹ çуратмарĕ.
«Самана» (Аслă Таяпа), «Таябинка» (Кĕçĕн Таяпа), «Тускил» (Тỹскел), «Сударушки» (Лаш Таяпа), Пăва хулинчи «Уяв», Тутарстанри Вырăс Каркаларĕнчи «Таланты», Комсомольски округĕн Вăрманхĕрри Чурачăк, Хырхĕрри ялĕсенчи «Палан» ушкăнсем те Николай Красновăн пултарулăхне чăннипех парăннине çирĕплетрĕç.
Леонид Колсанов (Аслă Таяпа), Нина Чернова, Альбина Тепловăпа Надежда Плотникова (Патреккел), Зоя Ефремова (Кĕçĕн Таяпа), Никита Крысов (Çĕнĕ Пăва) тĕрлĕ жанрта палăрнипе тыткăнларĕç халăха.
Çакă та паха: пĕтĕм коллектива йĕркелỹçĕсем парнесемпе чысларĕç. Николай Красновăн мăшăрĕ Лидия Петровна тата хĕрĕ Алена çывăх çыннине асра тытнăшăн сцена ăстисене тав сăмахĕ каларĕç.
Паллă ентешĕмĕре халалланă пултарулăх ăмăртăвĕ ăнăçлă вĕçленчĕ. Çитес çул черетлĕ 4-мĕш конкурса та туслăн пуçтарăнăпăр…
Светлана ПОНКРАТЬЕВА,
Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ.

