Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Элекшĕн — штраф

Элекшĕн — штраф

Раççей Патшалăх Думи çын пирки элек сарнăшăн çирĕп айăпласси çинчен саккун йышăннă.

Элекшĕн 1 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 240 сехет таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ. Çынна хăратнăшăн тата ун пирки курайманлăхпа çыхăннă сас-хура сарнăшăн 5 çул таран ирĕкрен хăтарма палăртнă.

Шел пулин те, пурнăçра пĕр айăпсăр çын çинчен элек сарса çỹрекенсем те тĕл пулаççĕ-ха. Хăйсен «çĕлен чĕлхипе» вĕсем таса çынна варалама, сывлăхне хавшатма тăрăшаççĕ. Çĕнĕ саккун усал кăмăллă çынсене пуçран шăлса каçармĕ, чĕлхене чарайманнисене çирĕп айăплав кĕтет.

В.НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code