Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Униç аппа — 102 çулта

Униç аппа — 102 çулта

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан, Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă Анисия Евдокимова 102 çул тултарнă!

Анисия Антоновна нумай ачаллă çемьере çуралнă. Улатăр районĕнчи Иваньково-Ленино ялĕ çывăхĕнче окоп чавнă тапхăрта 17 çулта çеç пулнă вăл.

Мăшăрĕпе виçĕ ачана пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Сакăр мăнукпа 12 кĕçĕн мăнук унăн.

Пурнăçне колхозра ĕçлесе ирттернĕ Униç аппа хăйне аван туять-ха, ăс-тăн енчен те аптăрамасть. Хаçат-журнал вулать, иртнине аса илсе каласа пама та пултарать.

Паллă кун ячĕпе ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ветерансен округри канашĕн ертỹçи Елена Петрова саламланă, Раççей Президенчĕн саламлă открыткипе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code