Альбина СЕНКЕР
Калав
Канмалли куна тăван яла çула тухрăм. Юлашки вăхăтра час-часах пулма тỹр килмест-çке, çавăнпа та питĕ тунсăхласа çитетĕп юратнă аннесĕр, темле курăнман вăйпа туртакан кил ăшшисĕр. Хуларан тăтăш çỹреме те халĕ ĕлĕкхи мар. Çуралнă кил умне çитсе тăрсан алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăнине куртăм. Иккĕленсе пĕр самант тăнă хыççăн кỹршĕри Елюк аппаран килтисем ăçта кайнине пĕлес тесе пĕр-икĕ утăм турăм. Вăл мана чỹречинчен курнă пулас, хирĕç утса та килет. «Ĕнер каçхине кукаму вилнĕ, аçупа аннỹ унта кайрĕç», — терĕ вăл сывлăх суннă хыççăн. Ăна кил-çурта пăхкалама, выльăхсене апат пама хушса хăварнă иккен. Эпĕ вара, аякри çултан килнĕ пулин те, килте нумай тытăнса тăмарăм, кỹршĕ яла çуранах тухса утрăм.
Тĕрĕссипе кукамайăн йăмăкĕ вăл Таçук аппа. Тăван кукамая эпĕ кăштах çеç тĕлĕкри пек астăватăп. Вăл йывăр чирлесе вилнĕ чухне эпĕ 4 çулхи хĕр ача çеç пулнă. Ватă кăна хĕрарăм пуçран шăлса ачашланине тĕлĕкри пек куç умне кăларса тăратма тăрăшатăп. Çавăнпа та мĕн астăвассах эпĕ Таçук аппана кукамай тесе чĕнеттĕм. Аннен хĕреснамăшĕ пулнипе те аннепе атте пире пĕчĕкренех ăна кукамай тесе чĕнме хăнăхтарнă. Кỹршĕ яла хăнана кайсан кукамай пире пĕремĕкпе-канфетпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Пĕчĕк чухне мĕн чухлĕ юмах каласа паман-ши вăл пире? Сасси епле уçăччĕ тата! Юмах-халап каласа панă чухне юрласа пама та ỹркенместчĕ. Çуллахи вăхăтра кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне кукамайсен ялĕнчен килместĕмĕрччĕ те. Вĕсен урамĕнчи ача-пăчапа çывăх туслашнăччĕ. Ỹсерехпе вара, килти ĕç çумне çыпçăна пуçласан, сайрарах çеç яратчĕ анне. Кукамайсем патне час-часах пырса çỹрекен Матюк аппана ăçтан асран кăларăн? Эпир пынине пĕлсен вăл пире шултăра хĕвелçаврăнăш тĕшшипе, мăйăрпа хăналатчĕ. Вĕсем шăкăл-шăкăл калаçнине эпĕ питĕ итлеме юрататтăм. Матюк аппа кас вĕçĕнчи пысăкрах мар йывăç çуртра пĕчченех пурăнать. Шăнкăрч вĕллине аса илтерекен пĕчĕк те тăпăл-тăпăл пỹрт умĕнче пысăк çĕмĕрт ỹсет. Çуркунне вăл каласа памалла мар тутлă шăршăпа таврана килентерсе ларать. Темле юмахри асамлă йывăçа аса илтерет вăл ун чухне. Кукамайăн вăрçă пуçланнă çул çуралнă хĕрĕ — Санюк, унăн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, аякри хулара пурăнать.
Халĕ вара, кукамай вилни çинчен хыпар илтсен ачалăхри ỹкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри тухса тăчĕç. Куç умĕнче кукамай, Матюк аппа сăнĕсем мĕлтлетсе илчĕç. Чылайранпа пулман-çке эпĕ вĕсем патĕнче, виçĕ çула яхăн та пуль. Кукамай йывăр чирленине те анне каламанччĕ-çке. Мĕн тăвас тетĕн, ватлăх хăйĕннех илет пулĕ çав.
…Масар çинчен кукамая пытарса килнĕ хыççăн тăвансемпе кỹршĕ-аршисем саланчĕç ĕнтĕ. Матюк аппа çине пăхатăп та чĕрем пăчăртанса илет. Куçĕсем йĕнипе хĕрелсе кайнă, ватлăх çапнипе пĕркеленнĕ пичĕ çав тери хыткан курăнать. Чи çывăх çынсăр тăрса юлнăн, тупăка шăтăка антаричченех татăлса макăрчĕ Матюк аппа. Темшĕн вăл мана çак самантра чĕппине çухатнă тăлăх кайăк пекех туйăнчĕ. Тăлăх кайăк пек кăна та мар, уй варринчи ларакан хỹтлĕхсĕр йывăç пек. Кас вĕçĕнче пĕччен ларакан пỹрте кайма васкамарĕ Матюк аппа çак каçхине. Чунĕнче тем тăвăлнине, темĕн кирлине каласшăн пулнине туйрăм эпĕ. Çумма пырса ларчĕ, лăпкă сассипе, ытла та нумай йĕнипе ăша кайнă сассипе калаçăва пуçларĕ.
…Ялан пĕрле çỹренипе мăшăр чĕкеç тенĕ вĕсене ялта. Матюкпа Таçук ĕçре те, вăйă-кулăра та уйрăлми çỹренĕ. Хĕр пулса çитсен уйрăмах пĕр утăм та пĕр-пĕринсĕр туман темелле. «Пĕри качча тухсан теприне те пĕрлех лартса ярăпăр», — тесе шỹтленĕ тантăшсем пирки. Каччă тенĕрен… Пур-ха уйрăлми тантăшсен килĕштернĕ каччисем. Якурпа Кирук — Çĕнкасри чи маттур каччăсем — икĕ тантăша тахçанах куç хывнă. Улахсенче, çуллахи каçсенче явăнаççĕ кăна маттур тантăшсем çумĕнче вĕсем. Каччăсенчен кĕçĕнрехскерсем хĕр шутне кĕрсенех темшĕн-çке шăпах Якурпа Кирука куç хывнă. Хăйсен урамĕнче те пур-ха япшар каччăсем, анчах та уйрăлми тантăшсене çак сăпайлă та ĕçчен каччăсем туртмаллипех туртаççĕ. Пĕррехинче, кивĕ Çĕнĕ çул каçхине çамрăксем юмăç пăхма тытăннă. Те ăнсăртран, те Турă пỹрнипе, Матюкпа Якурăн юнашар ларма тивнĕ. Каччă çамрăк хĕр çине пĕрремĕш хут курнăн, куçран çăтса ярасла тинкернĕ. Тахçантанпах килĕштерсе пурăнакан хĕрĕн чĕри те тухса ỹкесле тапать. Пичĕ-куçĕ тĕлкĕшсе çуннине те туять Матюк, анчах та пĕр вырăнта пăталанăн, тăрса та каяймасть. Пỹлĕмре хăйă çутинче хĕрĕн куçĕсем çеç каçхи çăлтăр пек йăлкăшаççĕ. Çак каçран пулĕ çамрăк хĕр чĕринче юрату кăварĕ хĕрỹллĕн йăлкăшса çунма пуçларĕ. Ытти каçсенче те, ăнсăртран тенĕ пек, Матюк çумне Якур пырса ларать. Чи çывăх хĕр-тусĕн çумĕнче вара — Кирук, нихăçан та кичемленме пĕлмен япшар каччă. Пĕр-пĕрне килĕштерни çинчен сăмах каламан пулин те, пурте Якур Матюка, Кирук Таçука кăмăлланине тавçăраççĕ. Тĕрлĕ вăйăсенче е ташланă чух шăрантаракан шỹтлĕ такмаксенче вĕсен ячĕсене пĕрле асăнаççĕ. Çỹллĕ те тĕреклĕ хул-çурăмлă каччăсем çумĕнче çамрăк хĕрсем илĕртỹллĕ лĕпĕшсем пекех курăнаççĕ. Матюк çăра çỹçне çивĕтлесе кăкăр çине янă. Таçукăн вара ункăланса тăракан сарă çỹç пайăркисем тĕрĕллĕ тутăр айĕнчен тухса хĕрĕн чечен питне татах та илем кĕртеççĕ.
Мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе, юратса çỹрекен çамрăксем çине ял çыннисем ăмсанса пăхаççĕ. Матюкпа Таçук вĕçсе кайманни кăна. Юратнă каччисем ĕçчен те сăпайлă, ашшĕ-амăшĕсем те ырлаççĕ вĕсен туслăхне.
Хĕр-тантăшсен пĕр-пĕринчен пытармалли çук темелле.
— Итле-ха, Матюк. Манăн Кирук çимĕкре туй тăвасшăн. Килĕшес пулĕ, — ыйтуллăн тинкерет Таçук тантăшĕ çине, чĕрери вăрттăнлăхне ашшĕ-амăшне каличчен чи малтан çывăх тантăшне пĕлтерсе.
— Эпир вара Якурпа кĕр мăнтăрĕпе туй тума калаçса татăлтăмăр, — вăтанчăклăн пĕлтерет Матюк.
Çапла вара Çимĕкре Таçукпа Кирукăн туйĕ ял тĕлĕнмелле кĕрлесе иртрĕ. Утта тухиччен тепĕр туя кĕтсе ял çинче сăмах та тухрĕ, анчах та Матюкпа Якур малтан калаçса татăлнă пекех кĕркунне пĕрлешме ĕмĕтленчĕç. Çамрăк мăшăр халĕ вăййа çỹремест пулин те, туссене яланах пĕрле курма пулать. Ара, ачаран пĕрле выляса ỹснĕ-çке. Матюкпа Якур пĕррехинче шỹтлесе тенĕ пек, пĕчĕккин хĕреснашшĕпе хĕреснамăшĕ пирки те каласа хучĕç. Таçукăн пичĕ панулми пек хĕрелчĕ. Ĕмĕтсем, çунатсем… Ытла та илĕртỹллĕ-çке вĕсем. Никам шутламан, тĕлленмен çĕртен кĕленче пек чăл-пар ванма пултараççĕ ĕмĕт-тĕллевсем.
Малалли пулать.

