Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асра тытасси — кашнин тивĕçĕ

Асра тытасси — кашнин тивĕçĕ

Кашни ăру, пурăннă чухне, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн паттăрлăх тата хастарлăх кăтартнă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене асра тытмалла. Ку вăл — тивĕç.

Манăн вулакана çĕршыва хỹтĕлеме хутшăннă тăвансем çинчен каласа парас килет. Фронта аттепе — Минулла Миначевич Багаутдиновпа (1903-1994) унăн шăллĕсем те хутшăннă. Н.Д.Зелинский ячĕллĕ Раççей Академи Наукин органикăлла хими институчĕн кĕçĕн ăслăлăх сотрудникĕ Хабиб Миначевич Миначев «бронь» пулнине пăхса тăмасăр 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче алла хĕç-пăшал тытать. Рядовойăн вăрçă çулĕ Сталинград, Дон, Кривой Рог, Минск, Çурçĕр Румыни, Польша территорийĕсемпе иртнĕ. Майăн 9-мĕшне Штеттин хулинче кĕтсе илнĕ вăл. Х.Миначев химик, пĕлетпĕр, вăрçă хыççăн хăйĕн ятне тĕнче шайне çĕкленĕ, СССР Наука Академийĕн (1979), Раççей Наука Академийĕн (1990) академикĕ пулса тăнă.

Миневали Миначевич Хамдеев (1921-1941) вăрçăн малтанхи кунĕсенчех паттăрла пуç хунă. Ункăран тухнă май тăшман танкĕпе пĕрле хăй те сирпĕннĕ.

Аттен йăмăкĕсен мăшăрĕсем — Мухтар Субхангуловпа Хайрутдин Тазюков та (вăрçăра вилнĕ) фашистсене хирĕç çапăçнă. Аннен тетĕшĕсем — Фахретдин, Садретдин, Бадрейдин Сыраевсем те Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсене хĕрхенмен. Виççĕмĕшĕ инвалид пулса, хăрах урасăр, таврăннă. Аттепе аннен тăванĕсен ачисене, Хариса тата Расых Камалетдинова вăрçă хирĕнчен сывă тухма пỹрмен.

Тăван çĕршыва тăшманран çăлма манăн тăван пичче, Минзаит Минуллович Багаутдинов та (1926-1986), тухса кайнă. Вăрçă хыççăн Кузбасра шахтерта вăй хунă, кăмрăк кăларассипе Стаханов рекордне çирĕплетнĕ. Аттен иккĕмĕш сыпăкри тăванне Миначетдин Имадеев разведчика Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Çĕнтерỹ Тăван çĕршыва чунтан парăннипе, тĕрлĕ наци çыннин çирĕп туслăхĕпе, паттăрлăхпа çыхăннă. Эпĕ фронтовиксемпе — хамăн наставниксемпе паян та мăнаçланатăп, вĕсене ятран палăртмасăр ниепле те пултараймастăп. РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, Лаш Таяпари вăтам шкул директорĕ Григорий Дмитриев, Елчĕк райĕçтăвком председателĕ, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Зинон Пчелов, Ленин ячĕллĕ, «Слава», «Победа» колхозсен ертỹçисен — Гурий Тябуков, Иван Денисов, Василий Зайцевпа Василий Свеклов ячĕсем район историне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă.

Атте Курск пĕккинчи хаяр çапăçусем çинчен каласа панине халĕ те астăватăп. Малалла Белоруссири Орша, Польшăри Познань… «Андрюша» ракетăпа миномет артиллери комплексне вĕсен çар чаçĕнче пуçласа тĕрĕслесе пăхнине те калатчĕ. Хăй тамăкран сывă таврăннăшăн Турра тав тăватчĕ. Ăна пĕр хутчен мар орден-медале илме тăратнă, анчах документсем кирлĕ çĕре çитеймен-ши? Командирсемпе политруксем те тăшманпа хăюллăн çапăçса пурнăçран уйрăлнă-çке.

Атте çапла калатчĕ: «1927 çулта аттен çемйине раскулачить туса икĕ ачапа, 8 çулхи Миннегаянпа 6-ри Миневалипе, каторгăна ăсатнă. Вăрçăра унта кỹренỹ пирки шутлама вăхăт пулман. Эпир Тăван çĕршывшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн çапăçнă».

Чăваш Тăрăмĕнче 1974 çулхи майăн 9-мĕшĕнче палăк уçрăмăр (сăн ỹкерчĕкре). 2013 çулта ăна тĕпрен çĕнетнĕ. Юнашарти плитасем çинче пĕтĕм паттăр хушаматне палăртнă: пурĕ 214-н вĕсем.

Пирĕн аттесемпе тетесем çĕнсе илнĕ ырлăха нацизм паян каллех таптасшăн, анчах вĕсен сĕмсĕрле тĕллевĕсем нихăçан та пурнăçланмĕç.

Арибзян БАГАУТДИНОВ.
Шупашкар.

Автор çинчен:

Арибзян Минуллович Багаутдинов 1947 çулта Çĕнĕ Пикшик ялĕнче çуралнă. 1971 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне, 1976 çулта Мускав облаçĕнчи Немчиновка хулинчи ял хуçалăхĕн Наукăпа ăслăлăх институчĕн аспирантурине пĕтернĕ. Елчĕк районĕнчи «Авангард» колхоз агрономĕнче (1971-1974), «Авангард» (1974-1975), пĕрлештернĕ К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсен (1975-1977) председателĕ, Елчĕк райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх производство управленийĕн начальникĕ, райĕçтăвком ертỹçин çумĕ (1977-1980) пулса ĕçленĕ. ЧР АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, «Хисеп Палли» орден кавалерĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code