Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк чунлă хĕрарăм

Пысăк чунлă хĕрарăм

Сăпайлă, ăшă чунлă, савăк кăмăллă хĕрарăм пирки сăмахăм. Хăвăлçырма ялĕнчи Исония Волкова яланах халăх хушшинче, çепĕç калаçăвĕпе чуна ăшăтать, ăслăхĕпе хăй патне туртать, кирек кама та пулăшма хатĕр. Çак ырă енсене шута илсех ĕнтĕ Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсем ăна хăйсен организацийĕн вырăнти ертÿçи пулма суйланă.

1935 çулта нумай ачаллă çемьере кун çути курнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ ачисене вĕрентсе çын тăвас тесе тăрăшнă, вĕсен пилĕпех 4 хĕрпе 2 ывăл пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен хушшинче тухтăр, вĕрентекен, журналист… Ашшĕ, Гурий, 3 вăрçă участникĕ пулнă.

Исонийăн шăпи вăл вăхăтри чылай ачаннипе пĕр килнĕ. Çамрăкранах ĕç çумне çыпăçнă хĕр ача. Çăкăра тăраниччен çисе курайман, сивĕ пÿртре шăннă вăхăтсене тÿснĕ. Хăвăлçырмари 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн 3 çул Çĕнĕ Пăва ялĕнче ăс пухнă. Вĕреннĕшĕн пĕр çулталăка 150 тенкĕ тÿлеме тивнĕ. Ăс-тăн илме ăнтăлакан хĕр шкул хыççăн 2 çул Канашри педучилищĕри вырăс чĕлхи уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ.

– Атте вăрçăран часах таврăнаймарĕ. Ун чухне çуртра пĕр чĕптĕм çăнăх та çукчĕ. Вăл килнĕ кун çемьешĕн пысăк уяв пулчĕ – çул çине хăйне панă «паекпа» хăналарĕ вăл пире, – аса илет вăл вăхăта Исония Гурьевна.

И.Волкова Хăвăлçырма шкулĕнче 1953 çултан тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентнĕ. Çак хушăра миçе ачана çирĕп ăс-тăн, тивĕçлĕ воспитани паман-ши? Пархатарлă ĕçшĕн тивĕçнĕ наградисем чылай унăн. Чи сумли – ăна халăх хисеплени тата вĕренекенĕсем яланах асра тытни, уявсенче саламлани, тăван тăрăхра пулнă чух унăн пурнăçĕпе интересленсе хăнана кĕрсе тухни. Хĕрарăм нихăçан та ĕçе тиркесе тăман. Пенси çулĕсенче килте ахаль ларас мар тесе колхоз ĕçне те хутшăннă вăл. «Ĕç укçисĕр пуçне çулталăкра пĕрер тонна тырă та тивĕçнĕ мана», – тет кинеми.

Пĕве кĕрсен хĕр кÿршĕ ялти пĕрле вĕреннĕ Герман Волковпа пĕрлешнĕ, çирĕп те туслă çемьере 5 ача ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани парас, вĕрентсе çын тăвас тесе тăрăшнă. Герман Григорьевич та учитель пулнă – математикăна вĕрентнĕ. Анчах та пурнăçран 2002 çултах уйрăлнă вăл.

Çулла пахча ĕçĕпе, хĕлле алă ĕçĕпе йăпанса пурăнать кинеми. «Елчĕк ен» хаçат каçне Хăвăлçырма ялĕнче ирттерсе вулакансемпе тĕл пулнă чух ун патĕнче пулма тÿр килчĕ. Пахчинче те, кил картинче те, çуртĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Картишĕ юмах тĕнчине аса илтерет, картасемпе стенасем çинчи тĕрлĕ картина кăмăла çĕклет. Пăлтăрне кĕрсенех унăн ĕмĕр тăршшĕпе çыхнă тата тĕрленĕ ĕçĕсем чуна ăшăтаççĕ: вырăн хатĕрĕсем, стена çине çакнă кавирсемпе тĕрĕ-ÿкерчĕксем. Пÿртре те çаплах. Пурте вырăнлă та килĕшÿллĕ, хĕрарăмăн шалти туйăмне, чунне уçса параççĕ, ĕçченлĕхне çирĕплетеççĕ.

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» каларăша мала хурса пурăнать педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

– Çак Турă панă пурнăçа туллин пурăнса ирттерес тесен ырăлăхпа палăрмалла, халăх хушшинче пулса тата кĕнеке, хаçат-журнал вуласа тăтăшах тавра курăма ÿстермелле, ăс-тăна çивĕчлетмелле. Кĕнеке вуланă чух кăмăлăма каякан сăмах çаврăнăшĕсене çырса хуратăп. Пурнăçра кашни çыннăн ырă енĕсем пур. Кирек кампа та ăшшăн, çепĕççĕн калаçмалла, теприн чĕри патне витĕмлĕ сăмахсем тупса çул хывма пĕлмелле. Çак калаçу хыççăн çыннăн /чирлĕ вăл е ватă, пĕччен, хурлăхлă/ чунĕ ăшăнтăр, вăл пурнăç çине хаваслăрах пăхтăр. «Телевиденипе ырă передачăсем кăтартмаççĕ халь. Кинофильмсенче вĕçĕмсĕр çапăçаççĕ, ток-шоусенче тавлашаççĕ…», – тесе тарăхать халăх час-часах. Эпĕ вара «Культура» канала пăхма тăрăшатăп, унта Михаил Жебрак ертсе пыракан «Пешком» программăна кăмăлласах пăхатăп. Вăл пире истори страницисем тăрăх ертсе çÿресе çĕршывăмăрăн паллă çыннисемпе, вĕсем тĕп хулара пурăннă е чарăннă çурчĕсемпе, аслă шкулсемпе, библиотекăсемпе – пĕтĕмлетсе каласан историре тарăн йĕр хăварнă хулан тĕп илемĕпе тĕплĕн паллаштарать, – кăмăлне уçать вăл.

Ачисем те, мăнукĕсем те час-час пулаççĕ çывăх çынни патĕнче. Хăй те хулара ялан кĕтнĕ хăна. Вăл вулама юратнăранах ăна почта урлă час-часах тĕрлĕ авторăн кĕнекисене ярса параççĕ. Çавна май унăн ĕмĕр тăршшĕпе пухнă пуян библиотеки хушăнсах пырать. Çак кунсенче Италири Милан хулинче пурăнакан мăнукĕ Михаил Жванецкий çыравçăн кĕнекисемпе савăнтарнă.

Район хаçатне «Елчĕк ене» юратса çырăннине, унта пичетленекен кашни статьяпа интересленсе паллашнине хыпарлать: «Почта ешчĕкĕнчен кăларсанах унăн кашни страници тăрăх куçпа чупса тухатăп, çулла пулсан сак çине вырнаçса, хĕлле пÿрте кĕрсе диван çинче васкамасăр кăмăллăн вулатăп». Хĕрарăм хăй те хаçатра час-часах статьясем шăрçалать.

Вăр-вар та çăмăл çÿрекен, ĕçрен ÿркенмен хĕрарăм 85-мĕш çулпа утăмланине ĕненес те килмест.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: ал ĕçне маçтăр И.Волкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code