Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лава пĕрле туртсан…

Лава пĕрле туртсан…

Ыран – Чăваш пичечĕн кунĕ. Çавна май редакципе типографи ветеранĕсене, ĕçтешсене, ялкорсене, почта çыхăну хастарĕсене, вулакансене саламлама сăлтав пысăк. Эсир куллен тăрăшнипе кун çути курать паян «Елчĕк ен» хаçатăмăр: 88-мĕш çул вăл районти кашни кил-çурта тенĕ пек, çавăн пекех Чăваш Енри районсемпе хуласенче пурăнакан хăш-пĕр ентешсем патне хыпар илсе çитерет.

Хаçат вулаканшăн «пурăнать». Нумай вулакана та унсăрăн хĕнтерех тĕр, чун апачĕ те кирлех. Вулакан, тĕп хаклавçă пулнăран, мухтать, сĕнет, критиклет, вăрçать. Унсăрăн епле; Компромисс тени çавăн чухне çуралать. Аякри ялсенче ирттернĕ «Райхаçат каçĕсем» çакăн усăлăхне кăтартса параççĕ те. Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса канашланинчен пахи мĕн пултăр; Кăçал та çакнашкал ĕçлĕ тĕл пулусене кашни кварталта йĕркелеме пăхатпăр.

Иртнĕ çул редакци коллективĕ икĕ грант çĕнсе илнĕччĕ: «Эпĕ – Раççей гражданинĕ», «Пĕлсех кайман паллă ентешсем» ятарлă страницăсене хаçат тусĕсем хапăлласа йышăнчĕç. 2020 çулта та икĕ проекта /«Асра тытатпăр, мухтанатпăр», авторĕ Елена Петрова; «Тăван ялăм – савнă ял», Валентина Кириллова/ тивĕçрĕмĕр. Апла пулсан вĕсене пуян содержаниллĕ кăларассинче ялкорсен тÿпине те курас килет.

Хаçат тиражĕ пирки те сăмах хускатмасăр май çук паян. Пытармăпăр, халăх йышĕ чакса пынă тапхăрта ăна пĕр шайра тытса тăма питех те йывăр. Апла пулин те, Алина Головина ертсе пыракан районти почтамт хастарĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен тăрăшулăхне пула çĕнĕ çула 3642 тиражпа кĕтĕмĕр, ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 13 экземпляр ытларах. Пĕтĕм почта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕсене, почтальонкăсене хастар ĕçшĕн тав тăватпăр. Кăçал çырăнтарăва пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулхи шайран ирттернĕ ертÿçĕсене ятран палăртса хăварни вырăнлă: вĕсем – Надежда Петрова /Шăмалак/, Надежда Мартышкина /Курнавăш/, Зоя Елисеева /Аслă Пăла Тимеш/, Галина Долгова /Тăрăм/, Гелюсе Давлетшина /Сăрьел/, Надежда Краснова /Çĕнĕ Пăва/.

Социаллă партнерсен ăнтăлăвне те тивĕçлипе хаклатпăр эпир. Акă, районти пĕлÿ паракан учрежденисенче /вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый/ ĕçлекенсем пурте тенĕ пекех «Елчĕк ене» кăçалхи çур çула та илсе тăма кăмăл тунă. Районти тĕп больницăри /ертÿçи Надежда Уркова/ чылай ĕçченĕн профилактика материалĕсене хаçатра курма хăнăхнă ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра ертÿлĕх çырăнтару ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни те савăнтарать.

Пире чылай çул альтернативлă çырăнтару йĕркелессинче Людмила Викторова /нумай функциллĕ центр/, Надежда Герасимова /«Для Вас» лавкка/, Валерий Падуев /«Акатуй» суту-илÿ çурчĕ/, Анатолий Краснов уйрăм предприниматель пулăшу кÿреççĕ.

Шупашкарта, кÿршĕллĕ районсенче тĕпленнисем тăван хаçатпа çыхăну тытнине епле палăртмăн. 2020 çулта пирĕнпе пĕрле пулма кăмăл тунă «çĕнĕ» çынсем – Валентина Музыкантова артистка, Геннадий Егоров çыравçă, Михаил Скворцов строитель, Юрий Доброхотов преподаватель тата ыттисем çитес çырăнтару тапхăрĕнче те çăмăл алăллă пуласса шанас килет.

Кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине шута илсе район хаçачĕн коллективĕ «Чăваш Ене 100 çул – 100 ырă ĕç» акци пуçарчĕ. Унта хутшăнса кирек кам та уйрăм ветерансене, сусăрсене, нумай ачаллă çемьесене «Елчĕк ене» çырăнса пама пултарать. Юрий Галкин /Хăвăлçырма/, Людмила Маркова /Энтепе/, Леонид Григорьев /Кивĕ Эйпеç/ çак пархатарлă утăма турĕç те ĕнтĕ. Парне тума эсир те кая юлман-ха. Çапла майпа райхаçата нарăс уйăхĕнчен илсе тăма пулĕ…

Пурнăç шав шăвать. Район хаçачĕ те, хăйĕн вулаканĕсемпе пĕрле, малалла талпăнать. Лава пурте килĕшÿре туртсан вара тăвалла пулсан та çăмăл пулĕ.

Çапла пултăрччĕ!

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code