Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршывран кăларса ярĕç

Çĕршывран кăларса ярĕç

Миграци сферинче правăна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе республикăри хăш-пĕр объектра оперативлă профилактика мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Çак ĕçе Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ШĔМĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕпе тата Раççей гвардийĕн «Сувар» ОМОНĕпе пĕрле ирттернĕ. Оперативниксем апатлану тата суту-илỹ учрежденийĕсене, пасарсене, строительство объекчĕсене, общежитисемпе хăна çурчĕсене çитсе тĕрĕсленĕ.

Рейд мероприятийĕсем хыççăн ют çĕршывран килнĕ 21 çынна административлă яваплăх тыттарма йышăннă. Конго Республикинчен килнĕ 23-ри каччăна вара çĕршывран кăларса ярĕç. Маларах ăна регионти ют çĕршыв çыннисене вăхăтлăх тытмалли центра вырнаçтарĕç.

Операци вăхăтĕнче саккунсăр майпа ĕçе вырнаçнисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Шупашкарти Кабель тăкăрлăкĕнче вырнаçнă сĕтел-пукан цехĕнче çавнашкал виçĕ çынна тытса чарнă, РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексĕн 18.10 статйи тăрăх протокол çырнă.

Унсăр пуçне ют çĕршывран килнисене миграци учетне тăратнин 6 суя тĕслĕхне тупса палăртнă, çавăн пекех — суя документпа усă курнă икĕ факта. Айăплисене саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттарĕç.

Тĕрĕслев малалла пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code