Шупашкарта пурăнакан 46-ри арçын, Çĕмĕрлере суту-илỹ объекчĕ тытса тăраканскер, саккуна пăхăнмасăр маркăламан табак продукцине туяннă. Ăна вăл хăйĕн лавккинче упранă, каярах сутса ярасшăн пулнă. Анчах шухăшланă пек тума май килмен — Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем тытса чарнă.
Тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн саккунсăр çаврăнăшран 7 пине яхăн пачка маркăламан табак продукцине туртса илнĕ, пĕтĕмĕшле хакĕ — 900 пин тенкĕ ытла.
Суд айăпланакана 200 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.

