Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермер шкула васкать

Фермер шкула васкать

Республикăри «Фермер шкулĕ» кăçал çиччĕмĕш хут ĕçлеме пуçлĕ. Вăл — хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пулăшмалли тата аталантармалли проект.

Конкурс пуш уйăхĕн 2-22-мĕшĕсенче иртет. Унта вĕренме кĕнисем икĕ специализаципе тỹлевсĕр пĕлỹ илме пултарĕç: «Аквакультурăн хальхи технологийĕ» тата «Сĕт тата аш-какай валли мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси».

Вĕренỹ ака уйăхĕнче пуçланать, вăл икĕ уйăха тăсăлать. Пулас фермерсем лекцисем итленисĕр пуçне республикăри чи лайăх хуçалăхсемпе предприятисене çитсе курĕç, практикăра пулĕç. Каярах хăйсен бизнес-планне ăнăçлă хỹтĕленĕ хыççăн ятарлă диплома тивĕçĕç. Вăл вара професси ĕç-хĕлне йĕркелеме ирĕк парать. Фермер ĕçне пуçăнакансене бизнес-планпа грант программисенче усă курма май пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code