Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян»

«Елчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян»

Паллă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районĕн 95 çулхи юбилейне халалласа райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ тата «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» общество организацийĕ «Елчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» («Талантами полна Яльчикская земля») сочиненисен конкурсне ирттерет.

Унта 9-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Сочинение чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Конкурсăн районти тапхăрĕ декабрĕн 19-мĕшĕччен тăсăлать.

Конкурса хутшăнакансен ĕçсене райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрне çитермелле. Компьютерпа пичетленĕ текст 6 страницăран нумай пулмалла мар. Тĕрлĕ жанрпа çырма юрать.

Чи лайăххисене (чăвашлисене) район хаçатĕнче пичетлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code