Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > КИРЕ ПУКАНĔ

КИРЕ ПУКАНĔ

йăтассипе Елчĕкри «Улăп» ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров аслă лейтенанта асăнса черетлĕ уçă ăмăрту йĕркеленĕ.

Спортсменсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Геройăн ашшĕ Алексей Петров тата ыттисем саламланă.

Николай Петров — чăн-чăн патриот. Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçи пулма хăйне шкул çулĕсенчех хатĕрленĕ. Предмет олимпиадин Раççей шайĕнчи призерĕ, кире пуканĕ спорчĕн регионти чемпионĕ, 2017 çулхи районти чи лайăх спортсмен, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ вăл.

Петровсен çемйи мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code