Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > МИНИ-ФУТБОЛ

МИНИ-ФУТБОЛ

«Интер-Елчĕк» команда йĕркеленни çулталăк кăна-ха, апла пулин те вăл хăйĕн çинчен регионта тата унăн тулашĕнче те пĕлтерме ĕлкĕрчĕ.

Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк ялĕнче иртнĕ турнирта 2014-2015 çулсенче çуралнă ачасем ăмăртнă. Сакăр командăран Владимир Шашков тренер ертсе пыракан ушкăн 1-мĕш вырăн йышăннă. Çавăнпа çĕнтерỹçĕсен ячĕсене палăртма сăлтавĕ те çителĕклĕ. Вĕсем: Ярослав Евдокименко, Станислав Захаров, Игорь Кириллов, Алексей Порфирьев, Александр Смирнов, Савелий Егоркин.

Вĕсенчен пĕр-ик çул кĕçĕнреххисем те, «Интер-Чăваш Ен» команда йышĕнче вылякансем (Егор Кириллов, Ярослав Купташкин, Кирилл Миллин), Лапсарсен чысне хỹтĕлесе малтисен ретне кĕнĕ.

Канмалли кунсенче округра спорт ветеранĕн Вениамин Кудряшовăн парнисене çĕнсе илессишĕн те турнир иртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code