Кил-çуртсене сенкер çулăмпа тивĕçтерсе çитерес ĕç республикăра малаллах пырать. Çакă вăл «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Газификаци программипе килĕшỹллĕн пĕлтĕр 1700 кил-çурта çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ. Социаллă газификаци программине пурнăçа кĕртсе пĕлтĕр çавăн пекех 63 километр газ сечĕсем туса лартнă, ку палăртнинчен 23 процент нумайрах. Кăçалхи планра — тата 1176 çурт-йĕре газ кĕртесси.
Çак кунсенче Аслă Елчĕкри Иисус Христос чĕрĕлсе тăнин ячĕллĕ чиркĕве газ кĕртес ĕç вĕçленнĕ. «Ку ĕçре пысăк пулăшу паракан Вадим Чернова, Елчĕкри газ участокĕн ертỹçине Алевтина Львовăна (вĕсем иккĕшĕ те Елчĕк округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем) тата газ участокĕн ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп», — пĕлтерет чиркỹ настоятелĕ Максим атте.

