Раççей Социаллă фончĕн уйрăмĕн Елчĕкри клиент служби пенсисемпе социаллă тỹлевсене палăртассипе тивĕçлĕ ĕçлесе пырать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Эпир чылай отрасльпе цифра çитĕнĕвĕн лайăх кăтартăвĕсен умне çитрĕмĕр, ĕçлемелли инструментсем йĕркелерĕмĕр. Цифровизацие аталантарса, искусствăлла интеллект технологийĕсемпе усă курса, чи малтан, ĕç тухăçлăхне тата ĕç хăвăртлăхне ỹстеретпĕр».
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри пенсионерсен йышĕ 6555 çынпа танлашнă. Пенси илекенсен пĕтĕмĕшле йышĕнчен 6076-шĕ (92,69 процент) страховани пенсийĕсене илекен пенсионерсем шутланаççĕ: 5618-шĕ (85,71) — ватлăхпа, 319-шĕ (4,87) — инвалидлăхпа,139-шĕ (2,12 процент) — тăрантаракана çухатнă май. 410-шĕ вара — ĕçлекен пенсионерсем. 516 пенсионер (7,87 процент) патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕпе пенси илет.
2026 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене индексацилесси 6,8 процентпа танлашрĕ. Федераци çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕн (ЕДВ) виçисене тата соцпакет хакне 2026 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен 5,6 процент чухлĕ индексациленĕ. Çавна май уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕн вăтам виçи — 3884,75 тенкĕпе танлашнă. ЕДВ йышне кĕрекен социаллă пулăшу пуххине 5,6 процент индексациленĕ. Çавна май социаллă пулăшу пуххин 1 уйăхри хакĕ 1825,25 тенкĕпе танлашнă, çав шутра эмел пайĕ — 1405,85 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ — 217,48 тенкĕ, транспорт пайĕ (хула çывăхĕнчи пуйăссенче тỹлевсĕр çỹрени, санаторие тата каялла кайни) — 201,92 тенкĕ.
2026 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕк округĕнче 2001 федераллă çăмăллăхçă шутра тăнă, вĕсенчен икшер ЕДВ илекенсем иккĕн. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем 137 çын (5304,19 тенкĕ), иккĕмĕш ушкăн инваличĕсем — 465 (3873,17 тенкĕ), 3-мĕш ушкăн инваличĕсем — 836 çын (3029,71 тенкĕ). Çавăн пекех 44 сусăр ача шутра тăрать тата ыт. те.
Çакна та палăртса хăварар. Хальхи вăхăтра патшалăхăн мĕн пур тытăмĕ электрон мелĕ çине куçса пынă май Раççейĕн социаллă фончĕ те цифра трансформацийĕ çине куçас çул çине тăнă. 2026 çул вĕçне халăха цифра трансформацине куçарас ĕçе 60 процент таран пурнăçлама палăртнă.
Аса илтеретпĕр: цифра трансформацийĕ Раççее 2030 çулччен аталантарассипе çыхăннă 5 пысăк тĕллев шутĕнче тăрать
Владимир ЕГОРОВ,
Раççей Социаллă фончĕн уйрăмĕн Елчĕкри клиент службин ертỹçи.

