Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Ĕне выльăха — симĕс апат

«Комбайн» ЯХПКра, «Победа» тата «Энтепе» ОООсенче ĕне выльăхсене малтанласа тăрантарма тесе уйăрнă лаптăксенчи нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухнă.

«Комбайн» ЯХПКра нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ шыв пек хумханса ларни аякранах курăнать. Кирлĕ таран ÿсме ĕлкĕрнĕ курăка çулма вара Александр Никифоров механизатора шанса панă.

Йÿнĕ апат — пысăк сăвăм никĕсĕ те. Çапла майпа малашне ял хуçалăх предприятийĕнче сăвăм тата ÿсмелле.

Çулсене юсанă

Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» указне пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Малтанах Аслă Таяпари Парк урамĕнчи çула вак чул сарнă. Унтан Чăваш Тăрăмсем пуçарулăх кăтартнă, «ДПМК Яльчикское» ООО ĕçченĕсем Малтикас урамĕнчи çула юсаса пĕтернĕ. Чăваш Тăрăмсене республика бюджечĕ 165833 тенкĕ, Аслă Таяпа ял тăрăхĕ 27639 тенкĕ уйăрнă, ял çыннисем 82917 тенкĕ пуçтарнă.

Вĕренÿ сборĕсем пуçланнă

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 класра вĕренекенсен вĕренÿ сборĕ уçăлнă.

Унта районти çичĕ шкулти 45 вĕренекенпе ОБЖ учителĕсем пуçтарăннă. Мероприятие уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый хутшăннă. Вăл Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем пилĕк кун хушшинче çар службинче тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхасса, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен аталанасса, çирĕп кăмăл-туйăмне кăтартасса шаннине палăртнă.

Донор кунĕнче

Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнче Донор кунĕ иртнĕ.

Курнавăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем сăваплă ĕçе хастар хутшăннă. 40 ытла çын чирлĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварма хăйĕн юнне панă.

Пĕтĕм Раççей конкурсĕн çĕнтерÿçи

Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ иккĕмĕш хут ялта пурăнакан яш-кĕрĕмĕн шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе «Село. Уехать нельзя остаться. Поставь свою запятую» конкурс ирттернĕ.

Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çамрăксем 1000 ытла эссе çырса янă. Эксперт комиссийĕ «Вĕренÿ», «Медицина», «Спорт», «Культура», «Гражданла активлăх», «Предпринимательство» номинацисенчи 200 ытла ĕçе суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Енри 7 çамрăк та пур. Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕн заведующийĕн Наталья Михайловскаян «Медицина» номинаципе çырнă ĕçне пысăка хурса хакланă.

Тивĕçлĕ йышăну

Административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе, лару-тăрăва уçăмлатассипе тимлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ.

Унта «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕн 9 статйипе килĕшÿллĕн /граждансен канăçлăхне пăсни/ 2 ĕçе пăхса тухнă, икĕ гражданин тĕлĕшĕпе административлă яваплăх çирĕплетнĕ, вĕсене асăрхаттарса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code