Пастереллез — çивĕч инфекци чирĕ. Вăл мăйракаллă шултăра выльăхсене, сурăхсене, качакасене, сыснасене, чăх-чĕпе ерме пултарать.
Çакнашкал эпизооти лару-тăрăвне кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнче палăртнă пулнă, халĕ хăрушлăх сирĕлнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те профилактика мероприятийĕсене йĕркелессине манмалла мар.
P.multocida текен бактери чĕр чунсене сывлăшпа, шывпа, апатпа, таса мар инвентарьпе е ỹт çинчи пĕчĕк суранпа та лекет. Пастереллез час-часах ытти чир-чĕрпе пĕрлешсе хăрушлăха ỹстерме те пултарать. Вентиляци тытăмне япăх йĕркелени тата выльăхсене витесенче питĕ пысăк йышпа тытни чире вăраха каясси патне илсе çитерет.
Чир палăрăмĕсем: выльăхăн температури хăвăрт хăпарни, апат çименни, мăранлăх, йывăр сывлани, шыçăнни.
Округра выльăх-чĕрлĕхе пастереллеза хирĕçле вакцинаци тăвасси пырать. Çак тапхăрта ветеринарипе санитари йĕркисене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Микроклимата тĕплĕ контрольлесси, выльăхсене пĕчĕк ушкăнпа тытасси, витесене дезинфекци тата дератизаци тăвасси тĕп ĕç пулмалла. Кăткăс лару-тăру тапхăрĕнче витесене ют çынсен кĕме юрамасть.
Çакна та шута илмелле: пастереллез çынна та ерме пултарать.
Денис БАЙМУШКИН,
округри ветстанцин тĕп тухтăрĕ.

