Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Преступленисен шучĕ чакнă

Преступленисен шучĕ чакнă

ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Унта Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Леонид Вакс, Елчĕк район прокурорĕ Дмитрий Тимофеев, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче кăçал, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 25 тĕслĕх таран чакнă /пурĕ 51 преступлени тунине регистрациленĕ/. Преступленисене уçса параслăх 96,1 процентпа танлашнă. Теприн сывлăхне йывăр тата вăтам сиен, пĕлсе тăрса çăмăл сиен кÿрессипе, хĕненипе çыхăннă, вĕлерессипе хăратнă, мăшкăлланă, ют пурлăха çаратнă, хăратса пурлăх тытса илнĕ тата ытти преступленисене 100 проценчĕпех уçса панă. Чакнă преступленисен шутĕнче обществăлла вырăнта, урамра, ушкăнпа, ÿсĕрле, çул çитменнисем, маларах преступлени çулĕ çине тăнă ниçта та ĕçлемен граждансем тунă, ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă, йывăр, уйрăмах йывăр преступленисем.

Отчетлă тапхăрта административлă право йĕркине пăснă 304 тĕслĕхе /ГИБДД енĕпе административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсемсĕр пуçне/ тупса палăртнă, йĕркене пăснăшăн тивекен пĕтĕмĕшле штраф виçи 140 430 пин тенкĕпе танлашать.

3 кварталта район территорийĕнче 5 /иртнĕ çул 9 уйăхра – 16/ ДТП пулнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 69 процент чакнă. Аварисен вăхăтĕнче 5 çын /пĕлтĕр 23/ аманнă, 1 /2/ гражданин пурнăçран уйрăлнă. Çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе тĕрĕсленĕ май ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăснă 1104 /1079/ тĕслĕхе тупса палăртнă, руль умне ÿсĕрле ларнă 37 /45/ водителе тытса чарнă.

Преступленисен çулне пÿлессинче профилактика ĕçĕ витĕмлĕ вăй пулса тăрать. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ операцисем, рейдсем йĕркелеççĕ, халăх пухăвĕсене хутшăнаççĕ, граждансемпе тĕл пулса калаçаççĕ тата ытти те. Çынсем пакунлисене шанни полици пайне килекен шăнкăравсемпе ыйтусен шутĕнчен те лайăх курăнать – кăçал 1475 /пĕлтĕр 1464/ шăнкăрава е ыйтса çырнине регистрациленĕ.

Канашлура полици ĕçченĕсем малашлăх тĕллевсене те палăртрĕç.

Е.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code